Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
11.08.2016   21:16

«Ирĕклĕх» халӑх пĕрлешĕвĕ çармăссемпе çыхăну çирĕплетет

«Ирĕклĕх» халӑх пĕрлешĕвĕ çармăссемпе çыхăну çирĕплетет
«Ирĕклĕх» халӑх пĕрлешĕвĕн пайташĕсем Пĕтĕм Раççейри çармăс çамрăкĕсен VIII-мĕш слетĕнче

Самана кунран кун улшăнса пырать. Ун юхăмĕнчен тухса ÿкес мар тесен халиччен туман ĕçсемпе те аппаланма тивет. Шăпах çак шухăша тĕпе хурса ĕçлет те чăвашсен «Ирĕклĕх» обществăлла пĕрлешĕвĕ. Чи çĕнĕ те хăюллă проектсем час-час çак юхăм пайташĕсем тăрашнăран пурнăçа кĕреççĕ.

Чăвашсен çак пĕрлешĕвĕ халăх аталанăвĕпе, чĕлхене пур çĕрте те сарассипе ĕçлет. Урăхла каласан, хайне евĕрлĕ халăх хуралĕ. Чăвашсен пуласлăхне çутăрах тăвас тесе «Ирĕклĕх» пайташĕсем тĕрлĕ халăхсемпе çывăх çыхăнусем йĕркелеççĕ, тĕрлĕ тăрăхсене тухса çÿреççĕ. Нумай пулмасть, сăмахран, Павел Игнатьев Азербайджан çĕршывĕнчи Шеки хулине тĕрĕк тĕнчинчи çамрăксен юхăмĕсен ертÿçисен халăхсен хушшинчи конференцине кайса килчĕ. Вăл унта ытти тĕрĕк халăхĕсен хастарĕсемпе паллашрĕ, тĕрлĕ канашлусене хутшăнчĕ. Паллах, ку пулăм пирĕншĕн — чăвашсемшĕн — чикĕсĕр пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесессĕн халăхăмăр тĕрĕксемпе халиччен тачă ĕçлесех кайман.

Павелпа пĕр вăхăтрах пĕрлешĕвĕн тепĕр пайташĕ Юман Яхут-Тимĕр Самар облаçĕнчи Шикун районĕнчи Муликкелпе Патреккел ялĕсене çитсе курчĕ. Вăл вырăнти чăвашсем тăван чĕлхене еплерех упранине тĕпчерĕ. Паллă ĕнтĕ, тулай чăвашĕсем пирĕн халăхшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпир сыхласа хăварайман нумай япалана вĕсем паянхи кунчченех çитернĕ. Шел пулин те, Муликкелпе Патреккел ялĕсем чăваш тĕнчинчен тухса ÿкнĕпе пĕрех. Юман палăртнă тăрăх, паянхи кун тĕлне тăван чĕлхепе ватăсемпе вăтам ÿсĕмри çынсем кăна усă кураççĕ, çитĕнекен ăру несĕлсем пек пуплеме пултараймасть. Паллă ĕнтĕ, ку пĕртен-пĕр тĕслĕх мар. Тулай чăвашĕсем йывăр лару-тăрура пулни çине урăх куç хупмалла мар-ха та…  «Ирĕклĕх» пайташĕсем халĕ çак пулăма тĕпрен пĕтерме май паракан проектсем хатĕрлеççĕ. Турă пулăшсан, хамăр тăрăшсан, чĕлхене çухатма, тен, чарăнăпăр та.

Чăвашсен юхăмĕ халĕ тата тепĕр пĕр çул суйласа илчĕ. Вăл, паллах, Атăлпа Урал тăрăхĕнчи финн-угор халăхĕсемпе çыхăнусем йĕркелесси. Ку йышăнăва «Ирĕклĕх» пайташĕсем халăхсем кÿршĕллĕ пулнипе кăна мар, тăванлă пулнипе те тунă.

Чăваш халăхĕн тымарĕсене XXI-мĕш ĕмĕрте те тупса палăртаймаççĕ. Çапах та пире халăх пек йĕркеленме пулăшнă самантсем паллă: Алтай тăвĕсем патĕнче ытти тĕрĕксенчен уйрăлса тухни; Кавказ тăрăхĕнче тĕпленсе пурăнни; Атăлпа Чулман хушшине хăпарни; Хальхи Чăваш Республикин çĕрĕсем çине килни. Юлашки иккĕшĕнче пирĕн кун-çул çармăс, ирçе-мăкшă, ар (удмурт) халăхĕсен пурнăçĕн çулĕпе тачă çыхăнать. Сăн-сăпат, тум, йăла-йĕрке, чĕлхе енчен пĕрпеклĕхсем йĕркеленеççĕ. Хирсенче вырăнтан вырăна куçса çÿренĕ несĕлĕмĕрсене йывăç пÿртсем туса пĕр вырăнта пурăнма шăпах финн-угор халахĕсем вĕрентнĕ. Халăхăмăр пĕтес патне çитнĕ йывăр самантсенче çармăссемпе ирçе-мăкшăсем пирĕн йыша ÿстерме пулăшнă. Шăпах ун чухне эпир пĕр-пĕриншĕн тăвансем пулса тăнă та. Кам камран мĕн илни пирки калаçса тăрас çук. Пирте авалхи тĕрĕксем те, финн-угорсем те пуррине факт пек йышăнмалла та малалла утмалла.

Пăлхарсен чăн тăхăмĕсем, культурипе чĕлхин эткерçисем пулнине шута илсе «Ирĕклĕх» пĕрлешÿ тĕрĕк халăхĕсемпе хутшăнусем йĕркелет. Юнра финн-угорсем те пулнăран вара вĕсемпе те ĕçлет. Пирĕншĕн историпе культура, кăмăл-сипетпе тĕнчекурăм енчен çармăс (мари) халăхĕ уйрăмах çывăх. Çавăнпа та «Ирĕклĕх» пĕрлешÿ шăпах вĕсемпе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме шут тытрĕ. Çурла уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче халăх юхăмĕн пайташĕсем Илья Алексеевпа Сантăр Элтиярĕ Марий Эл Республикине çитсе курчĕç. Вĕсем Ăршанкă районĕнчи Мăн Ăрша ялĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çармăс çамрăкĕсен VIII-мĕш слетне хутшăнчĕç. Ун пирки калас пулсан, çакна палăртмалла: «Марий самырыктукым слет» 2009-мĕш çултанпа, кашнинчех Марий Элти тĕрлĕ районта иртет. Çак ĕç-пуçа çулсерен 18-30 çулти 60-70-е яхăн çамрăк çармăс хутшăнать. Вĕсем Раççейри 10 тăрăхран килеççĕ: Пушкăртстан, Тутарстан, Удмурт Республикисенчен, Киров, Чулхула, Сверловск облаçĕсенчен, Хантпа Манси автономи округĕнчен, Пермь тăрăхĕнчен тата Мускавпа Питĕр хулисенчен. Çак слетра çармăс çамрăкĕсен обществăлла юхăмĕсем йĕркеленеççĕ, проектсем çуралаççĕ.

«Ирĕклĕх» йĕкĕчĕсем çармăссен хастарĕсене пĕрлешĕвĕн ĕç-хĕлĕпе, пурнăçа кĕртнĕ тата кĕртмелли проекчĕсемпе паллаштарчĕç. Унсăр пуçне чăвашсемпе çармăссене несĕлсен йăлисене аса илсе пĕрле, алла-аллăн ĕçлеме сĕнÿ пачĕç. Кÿршĕллĕ тата тăванлă халăхăн хастарĕсем чăвашсен юхăмĕпе туслă пулма, пĕрлехи проектсем туса пурнăçа кĕртме хирĕç маррине палăртма уйрăмах кăмăллă. Çак самантра пирĕн халăхсен аталанăвĕшĕн усăллă проектсем хатĕрленеççĕ. Вĕсем йăла-йĕркепе, тĕнпе, обществăлла пурнăçпа, чĕлхепе, çутçанталăка упрассипе тата ытти енсемпе çыхăннă. Кĕскен каласан, Ăршанкă районне кайса «Ирĕклĕх» пĕрлешÿ хăйĕн тĕллевне пурнăçланă. Хастарсем çĕнĕ ĕçсем тума хавхаланса, çыхăнусем йĕркелесе тата тус-юлташ тупса Чăваш Ене каялла таврăннă.

Тĕпрен илсен, чăвашсен «Ирĕклĕх» пĕрлешĕвĕ паянхи кун ăнăçлă ĕçлесе пырать. Чăваш Енри ытти халăх юхăмĕсемпе те тачă çыхăну тытать. Çапах та манмалла мар, халăх пуласлăхĕ пирĕнтен кашнинчен килет. Çавăнпа та Чăваш Ен халахĕн ытти тăрăхсенчи çынсемпе алла-аллăн çутă малашлăха утмалла.

Алексей Александров

 

 
 
 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать