Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
25.05.2016   18:08

Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ калавсен ăмăртăвне хутшăнма чĕнеççĕ

Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ калавсен ăмăртăвне хутшăнма чĕнеççĕ

КАЛАВСЕН
Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ
Пĕтĕм тĕнчери 4-мĕш ăмăртăвне
йыхравлатпăр!

Ăмăрту çинчен

Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕ (штаб-хваттерĕ Турцире вырнаçнă, ертÿçи Якуп Омероглу Доктор, Доцент) икĕ çулта пĕрре - кăçалхипе тăваттăмĕш хут - калавсен Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери ăмăртăвне ирттерет.

Кашкар Махмучĕ (1028-1126) – тĕрĕксен паллă ăсчахĕ, «Тĕрĕк сăмахĕсен пуххин» авторĕ. «Диван лугат ат-тÿрк» - тĕрĕк халăхĕсен пĕрремĕш сăмахсарĕ тата энциклопедийĕ. Унта эпир чăвашсен авалхи йĕрĕсене тата Атăл çинче пурăннă умтапхăрти фольклор тĕслĕхĕсене тупатпăр. Тĕрĕк чĕлхин пĕрремĕш грамматикине те Кашкар хулинче çуралнă Махмут çырни паллă. Çавăнпа унăн ячĕ пур тĕрĕксем хушшинче те сăваплă. Çакна ăнланакан чăваш çыннисем те унăн халĕ Китайра вырнаçнă вилтăприне çитсе пуç таяççĕ. Çавăнпах тĕрĕк халăхĕсен çыравçисен калавĕсен Пĕтĕм тĕнчери ăмартăвне те Кашкар Махмучĕ ячĕпе ирттереççĕ.

Ăмăрту тĕллевĕ – тĕрĕк халăхĕсен литературине, пайăррăн илсен – калав çырас ăсталăха аталантарасси, пултаруллă çыравçăсене хавхалантарасси, тĕнчене тухма пулăшасси.

Чăваш çыравçисем çак Пĕтĕм тĕнчери ăмăртăва пуçласа 2014 çулта хутшăннă, ăна Митта Хунти йĕркеленĕ, ăмăртăва Чăваш патшалăх гуманитари ăслăхĕсен институчĕ (директорĕ Юрий Исаев) хÿтлĕхе илнĕ. Пĕтĕм тĕнчери виççĕмĕш ăмăртăвăн чăваш тапхăрĕнче ун чухне «Durak» калавпа Илле Иванов çĕнтернĕ, Елена Мустаева (Чĕмпĕр) – иккĕмĕш, Евгений Турхан (Тутарстан) – виççĕмĕш вырăнсем йышăннă. Илле калавĕ Пĕтĕм тĕнчери ăмăртура тăваттăмĕш хавхалантару парнине тивĕçнĕ (1-мĕш вырăнта – казах, 2-мĕш вырăнта – тутар, 3-мĕш вырăнта – азери çыравçисем пулнă).

Çулталăк каялла Чăваш Енре йĕркеленнĕ «Çыравçăсен Ирĕклĕ Пĕрлĕхĕ» (ÇИП), Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕ ирĕк панипе, Тĕрĕк тĕнчин çак пĕрремĕш тата халлĕхе пĕртен-пĕр литература ăмăртăвĕн - калавсен Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери 4-мĕш ăмăртăвĕн Чăваш тапхăрне ирттересси çинчен пĕлтерет тата пĕтĕм чăваш çыравçисене унта хутшăнма йыхравлать.

Ăмăртăва хутшăнни хăех ăмăртуçă аяларах çырса кăтартнисен йышăннине пĕлтерет. Ăмăрту тÿрелĕхĕнчисем тата вĕсен çывăх çыннисем ăмăртăва хутшăнаймаççĕ.

Ăмăртăва хутшăнаканăн мĕн пĕлмелле?

1.Калавсен теми: ирĕклĕ.

2.Вăхăчĕ: калавсен чăваш тапхăрне ярса памалли чи юлашки кун – çурла (август) уйăхĕн 15-мĕшĕ (пуштăпа  янă чухне – пуштă пичетне кура).

3.Калав ярса памалли адрессем:  428015, Мускав аслурамĕ, 29, 1-мĕш çурт, Шупашкар, Чăваш Республики, В.Г.Родионова е 428023 Граждан урамĕ, 74-89, Шупашкар, Чăваш Республики.

Калавсене хăйсене электронлă пуштă мелĕпе те illesuvar@gmail.com адреспа ярса пама юрать, анчах та автор çинчен хупă пĕлÿсене пĕрех ахаль пуштăпа ярса пама тивет, мĕншĕн тесен калава кам çырни вĕсене хакличчен паллă пулмалла мар. Ун пек чухне ахаль пуштăпа яракан кипке (конверт) çинче кам янине палăртнă çĕрте калав çинчи шифра çеç çырмалла. Калава интернетпа ярса паракансен, каярах калава хут çинче е CD дискпа и флеш-картă çинче 6 экземпляр çаптарнин тăкакĕсене саплаштарма тивет.

Канаш ыйтса пĕлмелли телефон 8-961-348-73-89.

4.Калавсем халиччен ниçта та пичетленменскерсем тата тĕрлĕ ăмăртусенче çĕнтерменскерсем пулмалла. Çакна пăхăнмасăр ăмăртăва ярса панă калавсене кайран пулсан та ăмăртуçă тата çĕнтерÿçĕ ятĕнчен сиреççĕ.

5.Кашни çыравçă ăмăртăва чи нумаййи икĕ калавпа хутшăнма пултарать.

6.Калав калăпăшĕ: чи пĕчĕкки – 1 000 (пĕр пин), чи пысăкки – 10 000 (вунă пин) сăмах пулмалла.

7.Ăмăртăва ярса паракан калавсене темиçе паллăран е уйрăм сăмахран тăракан шифр лартса çеç палăртмалла. Калав авторĕ кам пулнине тавçăрса илме пулăшакан кирек мĕнле паллă лартнă пулсан, хайлава ăмăртуран сиреççĕ.

8.Ăмăртăва хутшăнакан çыравçă хăйĕн паспорт ĕмĕлкине, пурăнакан чăн вырăнне çырса кăтартнă хута, биографине, пĕр портрет-санÿкерчĕкне çыру кипкине (конверта) хумалла, ун çине калав шифрне çырса, ăна калавпа пĕрле пысăкрах çыру кипкине вырнаçтарса, ăмăртун Чăваш тапхăрĕн тÿрелĕхне ярса памалла. Калавсене электронлă адреспа ярса паракансем валли кун пирки 3-мĕш пунктра ăнлантарса панă.

9.Калавсене 12-мĕш калăпăшлă саспаллисемпе (шрифтпа) çаптарса, тÿрелĕхе 6 экземпляр памалла. Çĕнтерÿçĕ калавсене каярах кĕнекере пичетлеме палăртнипе, çыру кипкинче калавăн WORD форматпа çаптарнă электронлă варианчĕ пулмалла (диск е флеш-карта). Калавсене электронлă адреспа ярса паракансем валли кун пирки 3-мĕш пунктра ăнлантарса панă.

10.Ăмăртăва хутшăннă калавсене каялла тавăрса памаççĕ, ăмăртуçăн ку енĕпе нимĕнле хак (право) та çук.

11.Ăмăртура парнене тивĕçнĕ калавăн пĕтĕм тĕрлĕ хакĕсем (прависем) Еврази çыравçисен пĕрлĕхне тивĕçеççĕ.

Çĕнтерÿçĕсене чысласси

Ăмăртăвăн Чăваш тапхăрĕн çĕнтерÿçисене 2016 çулхи авăнăн (сентябрĕн) 30-мĕшĕнче пĕлтереççĕ.

Чăваш тапхăрĕн çĕнтерÿçисене 2016 çулхи юпа (октябрь) – чÿк (ноябрь) уйăхĕсенче чыслаççĕ.

Ăмăртăвăн Пĕтĕм тĕнчери çĕнтерÿçисене 2016 çулхи чÿк (ноябрь) уйăхĕнче палăртаççĕ.

Ăмăртăвăн Пĕтĕм тĕнчери çĕнтерÿçисене 2016 çулхи раштав (декабрь) уйăхĕнче Казахстанри Алматы хулинче чыслаççĕ.

Ăмăрту тÿрелĕхĕ

Калавсен Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери 4-мĕш ăмăртăвне ирттерме Пĕтĕм тĕнчери тÿрелĕх туса хунă. Ун йышĕнче – Азербайджанри Çыравçăсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Анар, Турцири паллă çыравçă Осман Чевиксой, Иракран – М.Омер Казанчы, Казахстанран – Дандар Исхак, Кăркăсстанран – Кыдырали Конкобаев, Узбекистанран – Тахир Каххар, Балкан çĕршывĕсенчен – Танер Гючлютюрк, Çурçĕр Кипр çĕршывĕнчен – Измаил Бозкурт.

Калавсен Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери 4-мĕш ăмăртăвĕн Чăваш тапхăрне ирттерме Чăваш Енре йĕркеленнĕ «Çыравçăсен Ирĕклĕ Пĕрлĕхĕ» (ÇИП) уйрăм тÿрелĕх йĕркеленĕ. Тÿрелĕх ертÿçи филологи ăслăхĕсен докторĕ, Раççей Федерацийĕн наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Родионов профессор, тÿрелĕхре - Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш Президенчĕ, Митта премийĕн лауреачĕ, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ Атнер Хусанкай, Митта премийĕн лауреачĕ Петĕр Эйзин савăç,  Митта премийĕн лауреачĕ Николай Ларионов калавçă, хаçатçă, сăвăç, Чĕмпĕрти Чăваш наци культура автономийĕн ĕçтăвком ертÿçи Олег Мустаев.



«Çыравçăсен Ирĕклĕ Пĕрлĕхĕн» (ÇИП)
Ертÿçи                                                                     Виталий РОДИОНОВ.

2016 çулхи çу (май) уйăхĕн 15-мĕшĕ.

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать