Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
25.09.2014   15:19

Çурçĕр унки леш енче булгарсенни евĕр артефактсем тупнă

Çурçĕр унки леш енче булгарсенни евĕр артефактсем тупнă

Çурçĕр унки леш енче, Ямал-Ненец автономи округĕн Таз районĕнче, археологсем авалхи çынсем пурăннă вырăнĕпе масарне тупнă. Унта вĕсене "питӗ кăсăклă артефактсем" кĕтсе тăнă. Кун пирки "Ямал-Регион" телерадиокомпани пĕлтерет.

Таз юханшыв хĕрринчи чавас ĕçе РАН специалисчĕсем пурнăçланă. Ăсчахсен шучĕпе, тупнă япаласен пĕр пайĕ çак вырăнсемпех çыхăннă, теприсене вара кăнтăр-хӗвеланăçран илсе килнӗ.

Чавса тупнă масарăн вăхăтне пирӗн эрăри X-XI-мӗш ӗмӗрсемпе çыхăнтараççӗ. Хăш-пӗр артефактсем пулса кайни пирки калас пулсан, экспедици ертӳçи Александр Ткачёв çак ӗмӗрсем шăпах Атăлçи Пăлхар (Кейӳ Руçӗ пекех) вăй илсе аталаннă тапхăрпа тӳр килеççӗ тесе палăртать.

Ăсчахсене уйрăмах хăлха çакки кăсăклантарса янă, "шăпах çакнашкал алкасем Атăлçи курганӗсенче тупăнаççӗ".

Тупнă тата ытти япаласен хушшинче çын шăмми-шаккисем, хĕç таврашĕ тата кăткăс тӗрӗллӗ керамикăллă савăт-сапа. Вӗсем пирӗн ӗмӗрччен упранса юлма пултарни чăннипех тӗлӗнтерет.

Тупăннă артефактсен чăн вăхăчӗ, пулса кайнă чăн вырăнӗ пирки калама хальлӗхе иртерех-ха. Вӗсен пирки туллинрех пӗлмешкӗн, тен, темиçе çул та кирлӗ пулӗ.

 

 
 
 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать