Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
01.09.2014   17:48

Интернетра чăвашла "Том Сойер" тухнă

Интернетра чăвашла "Том Сойер" тухнă

Чăваш литературин электронлă вулавăшĕ Марк Твенĕн "Том Сойер темтепĕр курса çӳрени" романĕн чăвашла куçарнă кĕнекипе пуянланнă. Кун пирки авăн уйăхĕн 1-мешĕнче Chuvash.Org сайчĕ пĕлтерет. Проекта пурнăçлакансем çак паллă пулăма шăпах Вĕренӳ кунне халалланă.

Электронлатни ĕçне пурнăçламашкăн "Хавал" халăх пĕрлешĕвĕ пулăшнă. "Ирĕклĕ сăмах" пĕлнĕ тăрăх, чăваш литературине популяризацилес, аталантарас ыйтăва 2013-мĕш çултах "Хавал" пĕрлешĕвĕн пĕр пухăвĕнче хускатнăччĕ. Унчченхи çулсенче тĕнче литературин сахал мар хайлавне чăвашла куçарнă. Хальхи вăхăтра вара ача-пăча литературине чăвашла куçарас ĕç чарăнса ларни пирки сăмах пынă пухура.

Ача-пăча литературин куçарăвĕ "таврăннине" "Том Сойертан" пуçлама шут тытнă. Тетелти версисĕр пуçне, мобиллĕ хатĕрсенчен вуламашкăн усăçсем валли epub формат та пур.

Марк Твенĕн "Том Сойер темтепĕр курса çӳрени" романне чăвашла 1979-мĕш çулта Феодосия Ишетер куçарнă. Палăртса хăвармалла, ярăмăн "Гекльберри Финн темтепĕр курса çӳрени" романне те чăвашла куçарнă (куçараканĕ - Асклиада Соколова). Çав ярăмри "Том Сойер чикĕ леш енче" тата "Том Сойер - детектив" романĕсен чăвашла версийĕ хальлĕхе çук-ха.

 

 
 
 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать