Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
26.08.2014   04:48

Мускав хуралçи: "Чăвашсем уйăхне 8 пиншĕн те ĕçлеме хатĕр"

Мускав хуралçи: "Чăвашсем уйăхне 8 пиншĕн те ĕçлеме хатĕр"

Мускавра ĕçлекен хуралçăсен хушшинче чăвашсем чылай, нумайăшĕ вара ĕç укçи сахал пулнине пăхмасăрах вăй хурать. Кун пирки "Коммерсант-Власть" шурналĕнче тин çеç пичетленнĕ статьяра çыраççĕ. Унта Мускаври хуралçăсемпе консъержсен çăмăл мар пурнăçĕ пирки сăмах пырать.

Издани ирттернĕ калаçура 38 çулхи Мордови çынни, Алексей Пышнев, Мускава килнĕ çынсен ĕçре самай мăшкăл тӳсме тивни пирки каласа парать. Нумай чухне вĕсен: "Вăт, килсе çапăннă, гастарбайтерсем, тĕрĕслесе тăратăр, эпĕ кунта пурнăç тăршшĕпе пурăнатăп", - текен сăмахсене итлеме тивет.

Юлашки вăхăтра Чăваш Ен çыннисем республикăри чухăнлăха пула Мускава кайса сахал ĕç укçипе çырлахаççĕ. Çакнашкал тăрăма Мордовипе Тывара та сăнама пулать.

"Коммерсантпа" калаçнă тата тепĕр хуралçă, "тĕп хулари хуралçăсен хушшинче сайра тĕл пулакан вырăнти мускавçă", Алексей Баранов çакна палăртать: ют регионсенчен килнĕ çынсем "тапăннă" хыççăн хуралçă ĕçĕ сумсăр пула пуçланă.

"Чăвашсем кунне 800 тенкĕшĕн те ĕçлеме хатĕр, - тет Баранов. - Вунă ĕç кунĕ - уйăхне 8 пин. Вĕсен килĕнче пачах та ĕç çук".

Кунсăр пуçне, Баранов сăмахĕсенчен, унччен Мускав хуралçисене "сана куçран пăхса кӳрентерсен те чĕмсĕр тăмалла" тесе вĕрентнĕ. Анчах ялтан килекен çынсем хăйсене çакнашкал тытма хăнăхман, "вĕсен çав самантрах реакци пуçланать", ку вара нумай чухне хирĕçӳсем патне илсе çитерет.

Аса илтеретпĕр, 2013-мĕш çулхи авăн уйăхĕнче Мускавăн çурçĕр-Хĕвеланăç администраци округĕн тӳрисем ют патшалăх мигранчĕсене хамăр çынсемпе, çав шутра Чăваш Ен çыннисемпе, улăштарма шут тытнă. Владимир Говердовский префект каланă тăрăх, юлашкисем "условисемпе хаваспах килĕшеççĕ, Вăтам Ази çыннисенчен кая мар ĕçлеççĕ".

2012-мĕш çулхи авăн уйăхĕнче Superjob.ru президенчĕ Алексей Захаров "Эксперт" шурналне урăхларах шухăшлă интервью панă. Унпа килĕшӳллĕн, Вăтам Ази мигранчĕсемпе танлаштарсан, чăваш ĕçченĕсемшĕн пысăк конкуренци пырать. Специалист сăмахĕсенчен, вăл паллакан усламçăсем ытларах чăвашсемпе ĕçлеме килĕштереççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем узбексенчен те сахалрах укçа илме хатĕр. "Ку япăх конкуренци, çакнашкал конкуренци пулмалла мар, - тесе палăртнă Superjob.ru ертӳçи. - Мĕнле пулсан та пирĕн чи малтан хамăр çынсем пирки шухăшламалла".

 

 
 
 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать