Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
27.06.2014   00:59

Гуманитари ăслăлăхĕсен енĕпе парăнакан патшалăх премине лауреатсăр хăварнă

Гуманитари ăслăлăхĕсен енĕпе парăнакан патшалăх премине лауреатсăр хăварнă
"Сăвар-пăлхар-чăваш ювелир ӳнерĕн чĕрĕлĕвĕ" пухăвĕн экспоначĕ

Гуманитари ăслăлăхĕсен енĕпе парăнакан Чăваш Ен патшалăх премийĕ кăçал лауреатсăр юлĕ. Профиллĕ канаш ушкăнĕ çине таянса çакнашкал йышăнăва Михаил Игнатьев çирĕплетнĕ.

Аса илтеретпĕр, гуманитари енчен премие пилĕк ĕç тивĕçнĕ. Вĕсем: "Суйласа илнĕ чĕлхе дидактикипе чĕлхе пĕлĕвĕн ĕçĕсем" (ĕç авторĕ ЧППУ вырăс чĕлхи кафедрин ертӳçи Геннадий Анисимов), Геннади Айхин илемлĕх тĕнчин хăйнеевĕрлĕхĕ пирки çырнă ĕçсен ярăмĕ (ЧПУ культурологи кафедрин ертӳçи Галина Ермакова), "Тăван çĕршыв тата право историйĕ" вĕренӳ пособийĕ (Валерий Андреев тата Николай Петренко, Шупашкар коопераци институчĕ), Михаил Скворцовăн икĕ томлă вырăсла-чăвашла сăмахсарĕ тата Сергей Щербаковăн "XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăвашсен наци хăйнекурăмĕ: идеологи аспекчĕ" монографийĕ.

Кунсăр пуçне Михаил Игнатьев тата икĕ пайра патшалăх премине парасси пирки указ алă пуснă. Литературăпа ӳнер тĕлĕшĕнчен Владислав Николаев ертсе пынипе ăсталанă "Сăвар-пăлхар-чăваш ювелир ӳнерĕн чĕрĕлĕвĕ" пухă çĕнтернĕ. Ҫак ĕç Валентина Ивановăн "Андриян Николаев: космос тата çĕр орбитисем" документлă повеçне тата "Хыпар" хаçатăн ертӳçи Алексей Леонтьев Александр Гринăн куçарнă хайлавĕсене иртсе кайнă.

Ҫут çанталăк тата технологи ăслăлăхĕсен тĕлĕшĕнчен ЧПУ доценчĕн, Николай Донскойăн "Асинхронный двигатель в системах автоматического управления" монографийĕ çĕнтернĕ. Шупашкар политехника институчӗн профессорӗ Георгий Михеев ҫырнӑ "Электростанции и электрические сети. Диагностика и контроль электрооборудования" кĕнекене премисĕр хăварнă.

 

 
 
 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать