Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
25.06.2014   03:01

Самар облаçĕнче пăлхар хулинчи артефактсене кăтартаççĕ

Самар облаçĕнче пăлхар хулинчи артефактсене кăтартаççĕ

Самар облаçĕнче Муром хули текен Атăлçи пăлхарсен пысăк поселенийĕнче тупăннă артефактсене куçса çӳрекен куравра курма май пур. Кун пирки облăçри Алабин ячĕллĕ историпе краеведени музейĕн сайчĕ çинче пĕлтереççĕ.

Муром хулинче чавса тупнă чăн япаласене çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнчех Жигулевск хулине илсе килнĕ. Экспонатсем пăлхар тимĕрçисен, ювелирĕсен, тăм савăт ăстисемпе çурт-йĕр лартаканĕсен ăсталăхĕ чăннипех çӳллĕ шайра пулнине çирĕплетсе параççĕ.

Курава Атăлçи Пăлхарăн Самар Кукри çинче вырнаçнă чи пысăк хулисенчен пĕрне халалланă. Стратеги тĕлĕшĕнчен хула пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Пĕрремĕш хут çак вырăнта пăлхарсем VIII-IX-мĕш ĕмĕрсенче вырнаçни паллă, Муром хули вара X-мĕш ĕмĕрте йĕркеленсе кайнă.

Ҫак хула XIII-мĕш ĕмĕрччен карман (крепăç) пулса Атăл урлă каçакан суту-илӳ карапĕсене сыхă çӳреме май панă. Анчах та 1236-мĕш çулта тутар-монголсен çулĕ çинче пĕрремĕш пăлхар хули пулнăран-и, тен, ăна пĕтĕмпех аркатса çумĕнчи ялсемпе пĕрлех çунтарса янă. Хулана чавнă çĕрте археологсем вăйлă пушар йĕрĕсене тата монголсен йĕпписенчен вилнĕ хула çыннисен скелечĕсене асăрханă.

Ҫак пысăк инкек хыççăн хулана çаплах çĕнĕрен юсаса çĕклесе тăратман.

Самар Кукри çинче вырнаçнă пăлхар хулин чăн ячĕ халь те паллă мар. "Муром хули" ята пĕрремеш хут ăна XVIII-мĕш ĕмĕрте нимĕç ăсчахĕ Петер Симон Паллас панă.

 

 
 
 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать