Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
24.06.2014   19:05

Çеçпĕл Мишшине аса илмелли митингра Туркай Украина пирки калаçнă

Çеçпĕл Мишшине аса илмелли митингра Туркай Украина пирки калаçнă

Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта Çеçпĕл Мишши палăкĕ патĕнче чăваш халăх сăвăçне халалланă митинг иртнĕ. Сăвăçăмăр Украинăра сарăмсăр вилнĕренпе нумай пулмасть 92 çул çитрĕ.

Пухăва Туркай Валери ертсе пынă. Chuvash.org порталне ертсе пыракан Николай Плотников сăмахĕсенчен, Туркай Çеçпĕл пирки çеç мар, ытларах Украинăн хальхи политика тăрăмĕ пирки калаçрĕ.

Пухăва политика авăрне кĕртсе яни нумайăшĕн кăмăлне хуçнă пулас. Çавна пула хăшĕ-пĕри палăк патне чечексем хурса пухуран кайма васкарĕ.

Туркай Валери - тĕрлĕ идеологи витĕр тухнă Чăваш Енри чи активлă культура ĕçченĕсенчен пĕри. 1990-мĕш çулсенче вăл чăваш националисчĕсемпе пĕрле республика хăй ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ. 20 çул иртнĕ хыççăн Туркай РФ президенчĕ Владимир Путинăн шаннă çынни пулса тăнă.

Туркайсăр пуçне митинга Чăваш Ен Культура министăрĕ Сергей Казаков, ЧНК президиум пайташĕ Михаил Краснов, Çеçпĕл музейĕн ертӳçи Антонина Андреева тата ытти паллă çынсем хутшăннă.

 

 
 
 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать