Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
23.06.2014   19:22

"Хавал" уйлăхĕн хăнисенчен пĕри Атнер Хусанкай пулĕ

"Хавал" уйлăхĕн хăнисенчен пĕри Атнер Хусанкай пулĕ

2014-мĕш çулхи утă уйăхĕнче иртекен "Хавал" уйлăхĕн хăнисенчен пĕри паллă чĕлхеçĕ тата политикĕ Атнер Хусанкай пулĕ. Кун пирки уйлăхăн "Контактри" элĕ çинче хыпарлаççĕ.

Атнер Хусанкай - 1980-мĕш çулсен вĕçĕн тата 1990-мĕш çулсен пуçламăшĕнчи чăваш наци юхăмĕн пуçлăхĕ, Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш президенчĕ, унччен ĕçленĕ "Чăваш аталанăвĕн партийĕн" ертӳçи. 1991 тата 1993-мĕш çулсенче вăл Чăваш Ен президенчĕн суйлавне хутшăннă, пĕрремĕш хут 46 процент таранччен сасă пухнă.

Çавăн пекех вăл чăваш филологийĕн, культурологийĕн тата ӳнер пĕлĕвĕн специалисчĕ шутланать.

Кăçал, утă уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 13-мĕшччен, Етĕрне районĕн "Сурские зори" кану базинче чăваш чĕлхине вĕренмелли "Хавал" уйлăхĕ акă ĕнтĕ пиллĕкмĕш хут иртĕ. Сапатсемсĕр (уроксемсĕр) пуçне унта тĕрлĕ лекцисем, ăстаçă лаççисем, спорт мероприятийĕсемпе экскурсисем те пулĕç. Тĕплĕнрех пĕлмешкĕн "Хавал" сайчĕ çине кĕрсе пăхма пултаратăр.

 

 
 
 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать