Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
16.06.2014   20:42

Чăваш чĕлхине пулăшма пуçарнă акцие экспертсем "япăх пулăм" тесе хакланă

Чăваш чĕлхине пулăшма пуçарнă акцие экспертсем "япăх пулăм" тесе хакланă

"Питĕр политики" фонд (ППФ) 2014-мĕш çулхи çу уйăхĕ тăрăх регионсен политика çирĕплĕхĕн рейтингне тунă. Раппăртне вара эксперт çурчĕн сайчĕ çинче тупма пултаратăр.

Чăваш Ене "япăх" витĕм кӳнĕ пулăмсен хушшине чăваш чĕлхине пулăшас тĕллевпе пуçарнă сроксăр акци те кĕнĕ. Аса илтеретпĕр, Наципе культура чĕрĕлĕвĕн "Ирĕклĕх" пĕрлешĕвĕн хастарĕсем ака уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа Шупашкарти çынсемпе ĕçлекен предприятисенче "Кунта чăвашла та калаçатпăр" çыпăçтаркăчсем валеçсе çӳреççĕ. Çак çыпăçтаркăчсене курсан хула çынни чăвашла ăçта калаçнине пĕлме тата ирĕклĕн хăй тăван чĕлхипе усă курма пултарать. Çакă акцин тĕп тĕллевĕ пулса тăрать те ĕнтĕ.

"Питĕр политики" шухăшĕпе, "Ирĕклĕхпе" Чăваш Енре тата тепĕр япăх пулăм çыхăннă. Ку вăл - пĕрлешĕве Минюст регистрацилеме килĕшменнине судра саккунсăр йышăнма ыйтни. Сăмах май, нумай пулмасть район сучĕ çак ыйтăва тивĕçтерме килĕшмерĕ, халь вара "Ирĕклĕх" пĕрлешĕвĕн хастарĕсем "Щит и меч" правăсене хӳтĕлекен организаципе пĕрле иска çӳллĕрех инстанцири судра пăхса тухтарасшăн.

Унчченхи япăх тата лайăх пулăмсене шута илсен Чăваш Ен рейтингĕ улшăнмасăр юлчĕ. Политика çирĕплĕхĕн шайĕ 6.4-па танлашса республика вăтам шайри регионсен шутĕнче вырнаçрĕ.

 

 
 
 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать