Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
12.06.2014   02:34

Шупашкарта турккă ăсчахĕсен ĕçĕçене хăтласшăн

Шупашкарта турккă ăсчахĕсен ĕçĕçене хăтласшăн

Шупашкарта чăваш чĕлхипе культурине халалланă Эмине Йылмаз тата Фейзи Эрсой турккă ăсчахĕсен кĕнекисен презентацине йĕркелесшĕн. Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Наци вулавăшĕнче иртекен мероприятин анонсне ЧПГИ сайчĕ çинче пичетлесе кăларнă.

Эмине Йылмаз (качча кайичченхи хушамачĕ Джейлан) - паллă тюрколог, хăй вăхăтĕнче вăл чăваш чĕлхин историлле фонетики пирки доктор диссертацине хӳтĕленĕ. Презентацире ун "Çuvaşça Çok Zamanlı Ses Bilgisi" ("Чăваш чĕлхин историлле фонетики") тата "Çuvaşça Çok Zamanlı Morfoloji" ("Чăваш чĕлхин историлле морфологийĕ") ĕçĕсене кăларса тăратĕç.

Çавăн пекех куравçăсем Йылмаз çырнă "Çuvaş Atasözleri ve Deyimleri" ("Чăвашсен ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем") кĕнекипе те паллашма пултарĕç. Çак кăларăм Турцире чăваш халăх сăмахлăхĕ пирки кăларнă чи пысăк кĕнеке шутланать. Кунсăр пуçне кăтарткăчра Йылмаз Константин Ивановăн турккăлла куçарнă "Нарспи" поэмипе те паллаштарĕç.

Фэйзи Эрсой доктор диссертацине "Тĕрĕкле-монголла çыхăнусем тата чăваш чĕлхи" темипе хӳтĕленĕ. 2012-мĕш çулта çак тĕпчев ĕçĕ Анкарара уйрăм кĕнеке пек тухнăччĕ, ăна Шупашкарти презентацие те илсе килнĕ. Çакăнтах 2010-мĕш çулта кăларнă чăваш чĕлхи грамматики ("Çuvaş Türkçesi Grameri") тата чăваш улăпĕсем пирки çырнă кĕнекесене те курма май пулĕ.

Чăвашсен ятĕнчен презентацире ЧПГИ пуçлăхĕ Юрий Исаев, Патшалăх канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Чăваш Ен Вĕренӳ министăрĕн çумĕ Сергей Кудряшов, Наци Вулавăшĕн директорĕ Светлана Старикова, чĕлхеçĕсем Николай Егоров, Геннадий Дягтерев тата ЧНК президенчĕ Николай Угаслов тухса калаçĕç.

 

 
 
 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать