Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
10.06.2014   18:42

Икчĕлхелĕхе аталантарма пулăшакан çыпăçтаркăчсем Удмуртире те тухнă

Икчĕлхелĕхе аталантарма пулăшакан çыпăçтаркăчсем Удмуртире те тухнă

Чăваш Ен хыççăн икчĕлхелĕхе хавхалантаракан çыпăçтаркăчсем Удмуртире те сарăлма пуçланă. "Вераськиськом удмурт кылын" ("Удмуртла калаçатпăр") ятлă пуçарăва "Удмуртлык" пĕрлешĕвĕпе "Шунды" текен çамрăксен организацийĕ пуçарса янă, пĕлтерет "Уралистика".

Финн-укăрсен сайчĕ хыпарланă тăрăх, "пуçаруçăсем организацире удмуртла калаçакан ĕç çыннисене çыпăçтаркăчсем саккаслама сĕнеççĕ. Çапла майпа унта çынсемпе удмуртла та калаçма май пулĕ".

Çитес вăхăтра хастарсем çынсемпе удмуртла калаçакан вырăнсен карттине ăсталама шутлаççĕ. Вĕсен шучĕпе "Ижевск тытăмлăхĕсенче удмуртла çăмăллăн усă курма майсем туса пани чĕлхене республика шайĕнче тата анлăрах сарма пулăшĕ".

Кунсăр пуçне, часах "Удмурт кылэз уже кутэны дась" ("Удмуртла калаçнине хапăл тăватпăр") çыпăçтаркăчсем те сарăлĕç. Çакнашкал çыпăçтаркăчсене вара пĕр-пĕр ĕçре удмуртла калаçакансем пачах та çук пулсан сĕнĕç. Вĕсем, тен, тĕслĕхрен, шалти навигацие е сайта та пулин удмуртла куçарма килĕшĕç.

Тытăмлăхсем ĕçре е брендингра удмурт чĕлхипе усă курнăшăн ятарлă преми тума та шутлаççĕ малашне.

Нумай пулмасть, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Шупашкарта чăваш чĕлхине сарас тĕллевпе çакнашкал акци хута янăччĕ. Удмурт хастарĕсене шăпах çакă хавхалантарса янă иккен. Аса илтеретпĕр, çак акципе килĕшӳллĕн тĕрлĕ предприятисенче "Кунта чăвашла та калаçатпăр" çыпăçтаркăчсене вырнаçтарма сĕнеççĕ. Акцие пуçарса яракансем "Ирĕклĕх" пĕрлешĕвĕн хастарĕсем пулчĕç.

 

 
 
 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать