Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
04.06.2014   14:57

Чечнене тата тепĕр Чăваш Ен шантарĕсен ушкăнне янă

Чечнене тата тепĕр Чăваш Ен шантарĕсен ушкăнне янă

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чечнене черетлĕ чăваш шантарĕсен (полици çыннисен) ушкăнĕ çул тытнă.

Чăваш Ен ШĔМĕ пĕлтернĕ тăрăх, ушкăнра офицерсем те, чинсăррисем (рядовойсем) те пур. Вĕсен хушшинче хальччен çурçĕр Кавказра та пулса курнисем те пур иккен. Кунсăр пуçне, Чечнене çар йыттисем те кайрĕç, вĕсене ятарласа наркотикпа çурăлакан япаласене шырама вĕрентнĕ.

Çула тухас умĕн шантарсене ШĔМ профессионаллă хатĕрленӳ центрĕн плацĕ çинче пухнă. Андрей Тимофеев пинпӳ (полковник) "хĕсметре тăнă чух пирĕн ĕçтешсем пирки Чечне ертӳлĕхĕнчен пĕр начар сăмах та илтмен" тесе палăртнă.

Шантарсем Чечнере çур çул пулĕç.

 

 
 
 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать