Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
29.05.2014   15:56

Мускав Пăрачкаври семинарине юсамашкăн укçа уйăрнă

Мускав Пăрачкаври семинарине юсамашкăн укçа уйăрнă

Раççей культура министăрлăхĕ Улатăрпа Пăрачкав районĕсенчи икĕ объекта юсамашкăн укçа уйăрнă. Юсав валли пĕтĕмĕшле 11,5 миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ. Кун пирки Пăрачкав районĕн сайчĕ çинчен паллă пулчĕ.

Улатăрти хĕрарăм мăнастирне юсамашкăн тăхăр миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ. Ăна 1639-мĕш çулта Кейӳ манахсем йĕркелесе янă. Хальхи çурчĕ вара XVIII-мĕш ĕмĕрхи шутланать.

Тата 2,5 миллион тенкĕ Пăрачкаври вĕрентекенсене хатĕрлекен семинарине юсама уйăрĕç. Ăна 1870-мĕш çулта Илья Ульянов шухăшĕпе уçнă. Хăш-пĕр çăлкуçсене шанас пулсан 1833-мĕш çулта çак çуртра пурăнакан Иван Мятлев патне Александр Пушкин чарăннă. Пăрачкав районĕ урлă вăл Пукача пăлхавĕ пирки материал пухнă чухне иртсе кайнă.

Палăртса хăвармалла, темиçе çул каялла çак çурт пирки тавлашу сиксе тухнă. Ăна пĕр-пĕрин хушшинче Чăваш Енĕн пурлăх мнистăрлăхĕпе Чăваш Республикинчи федераллă пурлăхпа усă курассин федераллă агентлĕхĕ пайлайман. Агентлĕх çак вĕренӳ çурчĕ çине Чăваш Енĕн нимĕнле право та çук тесе ĕнентересшĕн пулнă. Арбитраж сучĕ Чăваш Ен "Раççей Федерацийĕн саккунлă интересне пăсать" тесе вĕренӳ çуртне Раççейĕн тесе йышăннă.

 

 
 
 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать