Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
27.05.2014   23:15

Чăваш Енре пушара хирĕç ятарлă режим хута янӑ

Чăваш Енре пушара хирĕç ятарлă режим хута янӑ

Чăваш Енре çу уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа "уйрăм хушуччен" пушара хирĕç ятарлă режим хута янă. Çакнашкал йышăнăва Республикăн Министăрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ, пĕлтерет Çут çанталăк ресурсĕпе экологи министăрлăхĕ.

"Питĕ шăрăх çанталăка пула тата пушар хăрушлăхĕ ӳснĕрен" Чăваш Ен вăрманĕсене çӳреме çу уйăхĕн 14-мĕшĕнчех чарнăччĕ.

Пушара хирĕç режим вăхăтĕнче çынсен вăрмана çӳреме юрамасть, енчен те вĕсен ĕçĕ вăрманпа çыхăнман пулсан, паллах. Кунсăр пуçне, вăрман хушшипе транспорта та çӳреме чарнă.

"Вăрман фончĕн çĕрĕсем çинче кăвайт чĕртме, хытă ăпăр-тапăр, çӳп-çап çунтарма е вăрман фончĕ çумĕнче вырнаçнă курăка тивертме юрамасть", - тенĕ министăрлăх йышăнăвĕнче.

 

 
 
 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать