Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
26.04.2014   11:46

Вĕренӳ министăрлăхĕ вĕрентекенсен ĕç укçи чакнин сăлтавне ăнлантарса панă

Вĕренӳ министăрлăхĕ вĕрентекенсен ĕç укçи чакнин сăлтавне ăнлантарса панă

Раççей президенчĕ Путин вĕрентекенсен ĕç укçине ӳстересси пирки кăларнă хушăва Чăваш Ен туллин пурнăçласа пырать. Министăрлăх пресс-хĕсмечĕ хыпарланă тăрăх, кун пирки тунти кун брифингра Чăваш Ен вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова пĕлтернĕ.

Пуш уйăхĕнче вĕрентекенсен ĕç укçи чакнине те ăнлантарса пама тивнĕ министр çумĕн. Хăш пĕр районсенче вăл нарăс уйăхĕнчипе танлаштарсан сахалтарах тухнă. Петрова сăмахĕсенчен, кăрлачпа нарăс уйăхĕнче ĕç укçи республикăри вăтам ĕç укçинчен 10 процент нумайрах пулнă, "пуш уйăхĕнче вара республикăри I-мĕш кварталĕн прогноз ĕç укçипе килĕшӳллĕн тӳленĕ".

Петрова сăмахĕсемпе килĕшӳллĕн, вĕрентекенсен пĕрремĕш виçĕ уйăхри ĕç укçи вăтамран 21270,4 тенкĕпе танлашнă, ку 2013 çулхи вăтам ĕç укçинчен (20141,4) тата республикăри I-мĕш квартал вăтам ĕç укçинчен нумайрах.

Палăртса хăвармалла, тĕрлĕ социаллă тăкаксем валли Путин 2012-мĕш çулхи суйлав умĕн сахал мар укçа уйăрса пама сăмах панăччĕ. Çавăнтанпа регионсене сахал укçа уйăрнăран вĕсем хăйсем тĕллĕн çак хушăва тивĕçтерейменни пирки темиçе хут та хыпар тухнă.

Путинăн сăмах панине пула ирĕкĕсĕр укçа уйăрни тата çĕршыв центрĕн пĕтĕмĕшле политики регионсене дефолт патне илсе çитерме пултарать. Кун пирки 2013-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче Standart&Poor's рейтинг агентлăхĕ пĕлтернĕ.

 

 
 
 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать