Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
25.04.2014   18:36

Чăваш Ен специалисчĕсен Крымра пенси шутлама тивĕ

Чăваш Ен специалисчĕсен Крымра пенси шутлама тивĕ

Крымра пурăнакансен пенсине Раççей саккунĕпе килĕшӳллĕн шутласа улăштармашкăн Чăваш Ен ĕçченĕсене хушĕç. Кун пирки Чăваш Ен РФ Пенси фончĕн уйрăмĕ ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче пĕлтернĕ.

Тытăмлăх палăртнă тăрăх, чăваш пенси хĕсмечĕн ĕçченĕсен çур çул хушшинче Симферопольти 27 пин пенси ĕçне пăхса тухма тивĕ. Çак ĕçе пурнăçламашкăн Чăваш Енĕн кашни районĕпе хулинчен Крыма икĕ эрнелĕх командировкăна 50 специалист кайĕ. Вĕсене 6-шар çынран тăракан ушкăнсем çине пайлĕç. Хальхи вăхăтра Крымра икĕ Чăваш Ен элчи (представителĕ) вĕренет, вĕсем пенси шутланăшăн яваплă пулĕç.

Пурĕ 24 регионран Раççей Пенси фончĕ Чăваш Ене "Крыма методологипе практика пулăшăвне" пама хушнă.

Крымри пенсисене çĕнĕрен шутлама тивни çурмаутрав Раççейпе пĕрлешнипе çыхăннă. Раççейĕн пенси саккунĕсем кунта 2015-мĕш çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕç. Унччен пенсисене Украина саккунĕсемпе килĕшӳллĕн тӳлĕç.

Маларах пĕлтернĕ тăрăх, Крым халăхне пенсипе тивĕçтерме çулсерен 36 миллиард кирлĕ пулĕ. Пуш уйăхĕн пенсийĕпе танлаштарсан ака уйăхĕнче пенсионерсене 25 процент таран ӳстерсе панă.

 

 
 
 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать