Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
01.04.2016   14:58

Стокгольм синдромĕ

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар

Вара тин чăваш литературине тăвакансем тĕнчере ыттисемпе тан пулĕç, кÿршĕсен кункăрине ăмсанса çÿремĕç
(статьян питĕ кĕске варианчĕ Шупашкарта тухса тăракан «Хыпар» хаçатра 2015 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче пичетленнĕ)

Илле,
Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕн пайташĕ.

Çак çырăва çырма хистекенни – Чăваш патшалăхĕнче тухса тăракан «Хыпар» хаçатра 2015 çулхи чÿкĕн 6-мĕшĕнче пичетленнĕ «Литература çулĕн айккинче… хăр тăлăххăн» статья пуçламăшĕнче тĕп-тĕрĕс шухăш. Авторĕ - Арсений Тарасов. Чăннипе те, «литература çулталăкĕнче» те пулин мĕншĕн Чăваш патшалăхĕнче сумра мар-ха чăваш литератури? Мĕн ку: çыравçăсен «шайĕ» çукки-и, вулавçă – халăх – йăшни-и е икĕпитлĕ ертÿлĕх çылăхĕ? Çак «çăпансем» чăннипе те туртса сураканнисем иккенне пĕлетĕп-ха. А.Тарасов вĕсене еплерех «диагностикă» тунă-ши тата еплерех «сиплев йĕрки» сĕннĕ-ши? Вăл яланах чăваш наци юхăмĕнче темле уйрăм шухăшлă пек пулнăран, тепĕр чух республикă ертÿлĕхĕ «оппозици» тесе сивлекенсене хирĕç никĕссĕр «оппозицилĕх» кăтартнăран, хальхинче шухăш ăшлăхĕнче тĕрĕслĕх пур-и – мана çакă питĕ кăсăклантарчĕ. Чăннипе те, тĕлĕнмелĕх-хирĕçлемелĕх пур иккен.

«Стокгольм синдромĕ» тенипе, эсир Чăваш тĕнчинчи çак паллă журналиста тата çыравçăна Нобель премине илме тăратнă тесе ан шутлăр. Илейме мар, тăратайсан та тем пекехчĕ, халлĕхе чăвашсем тĕнчере ÿт-пÿ вăйĕпе çеç палăрнă пекрех-ха, пуç мимипе мар. Нобель парнипе çыхăннă сумлă хутсенче, тем пекех шел, халиччен пĕртен-пĕр чăваш – Геннадий Айхи – ячĕ çеç çырăнса юлнă. Стокгольм Швецин тĕп хули пулин те, ун синдромĕ вăл Нобель парнине паракан Стокгольм комитечĕ мар – тыткăна-чуралăха лекнĕ çын хăйĕн пусмăрçине хисеплеме пуçланине, юратса пăрахнине пĕлтерекен ăнлав. Ăна пcихиатри тĕпчесен те, çак пулăм халлĕхе чир шутланмасть. Тен, ытла нумайăн «чирленипе» е политикă салтавĕсене пула чир пек йышăнмаççĕ? Пĕлсе пĕтер кутăн-пуçăн тĕнчере. Интернетри ăнлантарусене кура, «жертва привязывается к своему мучителю, который «не дает умереть, кормит и даже иногда заботится». Пирĕн тĕслĕхпе çыхăннă-и çак ăнлав – ăна вулакан хаклатăр.

А.Тарасов çырăвĕн тĕшшине ытла нумай шырамалла та мар иккен - çум ятĕнчех пĕлтерсе хунă: çаплах тутарсемпе пушкăртсене ăмсанса пурăнĕç-и чăваш çыравçисем?

Мĕншĕн ăмсанмалла-ха кÿршĕсене? Вĕсен çыравçăсен пĕрлĕхĕсем те пĕрер кăна, чăвашсен вара виççĕ пулни касать иккен (ăнлану ансатрах пултăр тесе, малалла Сергей Павлов союзĕ, Хветĕр Акивер союзĕ, Юхма Мишши союзĕ тейĕпĕр).1 Таса «чун инженерĕ» - автор чĕртсе тăратнă совет хаклавĕ – темле сăлтавсене пула Тутарстанри Чăваш наци культурă автономийĕ çумĕнчи чăваш çыравçисен пĕрлĕхне (ертÿçи Николай Сорокин журналист) тата кăçал ака уйăхĕнче Шупашкарта йĕркеленнĕ Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхне (ертÿçи Виталий Родионов профессор) хăйсемпе тан картасшăн мар. Мĕн тăвăн, хăш-пĕр çыравçăна хăйне çеç талант текен чир самай пусать теççĕ, çав шута çыравçăсен пĕрлĕхĕсем те кĕреççĕ, ахăр – А.Тарасов хăй шутра тăракан пĕрлĕх çеç «чăн-чăнни»-тĕр. Унта 5 çул пуху ирттермен пулин те (çыравçă хăй пĕлтернипе).

Ку шухăш асăннă çыравçă ăсĕнче хуçаланни тĕлĕнтермĕш мар – шăпах вĕсен паянхи С.Павлов «союзне» çак çыравçăн идеологири тата йăлари çывăх юлташĕ Валерий Тургай ертсе пынă чухне ку шухăш «союзăн» тахăш çулталăк пухăвĕнче (пухăвĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслайĕсен институчĕн çуртĕнче иртнĕччĕ пек астăватăп) тĕппи пулнăччĕ: «Пирĕн союз кăна союз, ытти союзсем сектă кăна…». Çав пухура çак хивре «çĕнĕлĕхрен» ытларах нимĕнле чĕрĕ шухăш та пулманнине астăватăп. Пухăва хутшăннă сумлă та чаплă «чун инженерĕсем» çак шухăш тискерлĕхне сивлеменнине курса йĕрĕннипе, малашне вара эпĕ вĕсен пухăвĕсене итлеме çÿремен. Курмиш тăвакансен çылăхĕ пысăк çылăхсене тăвакансеннипе таннине капла та пĕлетпĕр.

Куратăр, ун чухне çак асăннă статьяра А.Тарасов ыр кăмăллăн «шута хунă» тепĕр икĕ «союза» та (Хв. Акиверпа М.Юхма «союзĕсене») «сектă» тесе çеç хакланă. Çитменнине çак фюрерла теветкеллĕ сăмахсене пухура патшалăх енчен тĕрев параканни те тупăннăччĕ – патшалăх чиновникĕ, правительство ертÿçин çумми пулнăскер, ун чухне -  президент канашçиччĕ пулас, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ Петр Ивантаев. Вăл маларах агроном, колхоз ертÿçи, Коммунистсен партийĕн Чăваш обкомĕн инструкторĕ, Хĕрлĕ Чутай район комитечĕн пĕрремĕш çыруçи (вырăсла – секретарĕ), республикăра хăмла туса илекен кантур пуçлăхĕ, ĕçлекенсен хакĕсене хÿтĕлекен профсоюзсен çулпуçĕ пулнă. Çак асăннă пулăм хыççăн та вăл ахаль-махаль çын пулса çÿремен – Шупашкарти аш-какай комбиначĕн тĕп директорĕ, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ тата ытти те. Куратпăр ĕнтĕ, çак «юлташăн» çыравçăсен пĕрлĕхĕсем хăшĕ «союз» тата хăшĕ «сектă» пулнине уйăрса хак памалăх пĕлÿ «çителĕклĕ». Çак лару-тăру çинчен ун чухне «Капкăн» журналта та çырнăччĕ пулас.

Вырăс чĕлхин ăнлантару сăмахсарĕсенче «сектă» сăмаха, тĕпрен илсен, çапла уçса параççĕ: тĕп чиркÿрен уйрăлса тухнă ушкăн, çĕнĕ ĕненÿ йышăннăскер, тĕп чиркĕве хирĕç тăраканскер.

Хв. Акиверпе М.Юхма «союзĕсем» тĕппинчен «уйрăлса тухнă» тесен, тĕппи текенни – С.Павлов «союзĕ» - хăй те «качча кайнă», ятне-хушаматне улăштарнă. Пĕрре çеç те мар. Апла-тăк, пурте «уйрăлса тухнă». Çак лару-тăрура «тĕппи» хăшĕ? «Тĕппи» мĕне «ĕненет» те тĕп маррисем мĕне хирĕç? Хăшĕ мĕнле «çĕнĕ ĕненÿ» йышăннă? Уçăмлă калама йывăр. Калама вуçех те май çук пулас.

А.Тарасов автор, çав ăнман ертÿçĕпе танлаштарсан, куратпăр - чылай маларах кайнă, тепĕр ик «союза» та хисепе хунă. Пĕрех, кăшламалăх, ик шăммине пăрахса хăварнă.

Ку енĕпе Тутарстанри Сорокин союзĕнчи чăваш çыравçисен уйрăмлăхĕ уçăмлă: урăх лаптăк, чикĕсем расна. Шупашкарта йĕркеленнĕ В.Родионов ертсе пыракан Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕ хăйĕн тĕп уйрăмлăхне, чамаласа каласан, пултарулăх ирĕклĕхĕ, литературăна çыхлашусăр (коррупцисĕр), авторитаризмсăр, патшалăх диктачĕсĕр чăн хаклав, тĕнчепе тан тата уçă хутшăну тесе палăртнă. Çакна тивĕçтерекен никĕс çинче ÇИП ыттисемпе пĕрлешме хатĕр. Малалла та чиновниксем «халăх çыравçи» тесе хаклани кăна чăваш литературине чи тĕрĕс хаклав тесе йышăнакансем ку пĕрлĕхре вырăн тупаймаççĕ пек туйăнать.

Сăмахсарсенчи тепĕр ăнлантару: сектă - хăйсен кăсăкĕсене çеç мала хурса, хупăнса пурăнакан ушкăн. Ку хăш пĕрлĕхе пырса тивет-ши? ÇИП пирки çеç калама пултаратăп: вăл питех хупăнса пурăнасшăн мар-ха.

Кунта тĕрĕссине каласах хăвармалла: патшалăх чиновникĕ çыравçăсен пĕрлĕхĕсене, апла-тăк, вĕсен йышĕнчи çыравçăсене те, çÿлерех илсе кăтартнă евĕр уйăрса пайлани – саккун умĕнчи преступлени. Çав преступлени малаллах тăсăлать: Хв. Акиверпе М.Юхма «союзĕсем» кама та пулин хисеплĕ ят е стипенди илме тăратас пулсан, культурă министрлăхĕ çав хутсене пăхса тухса «çирĕплетме»… С.Павлов «союзне» ярса парать иккен! Аптриш… Раççейре «суверенлă демократи» хуçаланнă чухне кун пеккине курасса шутлама та май çук пек. Ак камсене иккен çынсем хушшинче курайманлăх амалантарнăшăн экстремизм статйипе явап тыттармалла! ФСБ чекисчĕсем кăна преступниксене ăçта шырамаллине пĕлеймеççĕ.

Хам эпĕ ĕмĕрĕпех çыравçăлăх ĕçне çывăх пурăнсан та, çав «тĕп союз» тени ыттисенчен чăн-чăннипе мĕнпе уйрăлса тăрать е уйрăлса тăмалла  - айван ăсăмпа паян куна çитиччен те ăнланмастăп. Пĕрисене патшалăх мала хуни пур ĕнтĕ, анчах ку, ман шутпа, çыравçăсен пĕрлĕхне хакламаллискер мар – ку вăл, каларăмăр, чиновниксене пуçиле енĕпе хакламалли сăлтав кăна. Çакна çеç пĕлетĕп – Геннадий Айхи Аслă сăвăçăмăр нихçан та нимле пĕрлĕхре те тăман, анчах поэзире тĕнче шайĕнче йĕр хăварчĕ, нумай сумлă парнене тивĕçрĕ, вăл вилсен Шупашкарта ун ячĕпе аслă урам (проспект) хыврĕç.

Ирĕксĕрех ыйту çуралать: чăваш çыравçине пĕрлĕх кирлех-ши? Кирлех-тĕк, мĕнлискер кирлĕ?

А.Тарасов автор асăннă çырăвĕнче тĕрĕсех калать: Тутарстан хăйсен çыравçисем валли уйрăм çурт уйăрса панă. Хушса калам: чăннипех патша керменĕ пек çурт. Шупашкарта ун пек хитре, авалхи çурт пĕрре-иккĕ çех. Шупашкарта пĕртен-пĕр Юхма союзĕн çеç патшалăх тара панă офис-хваттер пур, ыттисен – пÿлĕм те çук!

Автор çирĕплетнипе, Тутарстан çав çурта тытса тăма çуллен 8 миллион тенкĕ уйăрать имĕш. Пирĕн мĕнчульшар уйăраççĕ – паллă мар.

Тутарсем çак керменте пур çыравçăна та тан хапăллама пултарасси иккĕлентермест. Çитменнине, унта инçетрен килекенсем валли хăна пÿлĕмĕсем те пур. Эпĕ хам та унта Монголи çыравçисемпе тĕл пулнăччĕ.

Пирĕн патшалăх та Чăвашсен наци когресне кермен çурт панă, анчах унта çынна хапăл пулни курăнмасть. Хăна пÿлĕмĕсем те çук, пресс-конференци пÿлĕмĕ те тусан пуçтараканскер кăна. Конгреса «ярса илнисем», ЧНК-на лартса панă «патшалăх телефонĕпе» усă курса, хăйсен бизнес ĕçĕсене тăваççĕ те, ахăр, таçта кайса çухалаççĕ (паянхи олигархсемпе «патшалăх телефонĕсĕр» çыхăнма май çук). ЧНК-на чăваш ачи хăй хуйхипе пыраймасть. Ун чÿречисем хура халăх валли ялан сÿнĕк.

ЧОКЦа тата М.Юхма «союзне» панă хваттер те Смольнăй мар, тухăçлăран тухăçлă çыравçăн склачĕ çеç. Складра вара туянакансене çеç хапăлли каламасăрах паллă.

Апла-тăк, ĕç-пуç патшалăх çурт панинче кăна та мар, иккен.

Тутарстан çулленех тутар çыравçисене кашнийĕ 400 пин тенкĕлĕх 5 грант уйăрать имĕш. Çав грантсене чăннипех пултарулăха кура валеçеççĕ пулсан, тутар çыравçисем телейлĕрен телейлĕ: çыр та çыр, куллен çиес çăкăру пирки ан пăшăрхан!

Ăмсанусăрах, манăн, чăваш çыравçисен «сĕлекине» ытларах юхтарма (А.Тарасов усă курнă сăнар), хушса та калас килет: Тутарстанра тивĕçлĕ канăва тухнă кашни çыравçăна уйăхсерен 1 пин тенкĕ хушса тÿлеççĕ, халăх çыравçисене – 10-шар пин. Пичетленме, тухса тăракан литература журналĕсем теçеткипе – вĕсен хушшинче çĕнĕрен уçăлнисем те пур. Пирĕн вара йĕкĕрешрен пĕрне çеç хăварчĕç!

Тутар пьесисене лартма – Тутарстанра теçеткипе театр, вĕсен хушшинче çĕнĕрен уçăлнисем чылай. Сăмахран, Ĕпхÿре. Е тата Чăваш Ен чиккинчи район центрĕнче - Пăва хулинче. Пирĕн вара, чăваш театрĕн «корифейĕсем» çине тăнипе, ахăртнех, Çĕнĕ Шупашкарти сăнавлă драма театрне те вырăсла театр пекки туса хучĕç – ырă-и, усал-и - 15 ĕç вырăнĕччĕ. Чăваш çамрăкĕсен театрĕн репертуарĕ - çурри ытла вырăсла, Чăваш академи драма театрĕнче те Çĕнĕ çул уявĕсем вырăсла çеç!

Тутар кĕнеке издательстви çуллен çĕршер тутарла кĕнеке пичетлет, гонорарĕсем – сумлă. Хусан варринчи тем мăнăш кĕнеке лавккинче çурри ытла лаптăкра тутарла кĕнеке йăтăнса тăрать! Темипе пăхсан – тем тĕрли те пур. Çитменнине, кĕнекисене тата йÿнĕ хакпа сутаççĕ. Чăваш кĕнеке издательствин Шупашкар варринчи лавккинче вара чăвашла кăларăмсене сутуçăран ятарлă ыйтмасан шыраса тупаймастăн, темисем – кашнин кăмăлне тивĕçтермелĕх çук, пахалăхĕпе – пушшех те. Унсăр пуçне, темшĕн-çке пирĕн издательствăн кĕнекисем акăш-макăш хаклă.

Эпир пĕлсе çитереймен тата ытти ырлăх-пурлăх та çăвать пуль тутарсен пуçĕ çине… Пирĕн сĕлеке те çитес çук.

Пĕтĕмпех тĕрĕссине çырманран, шухăшĕ пăтранакан «…хăр тăлăххăн» статьян авторĕ ыйтăва пачах та ăмсану пирки лартман тесе пире ĕнентермешкĕн тăрăшать-ха: «Тутарсене, пушкăртсене ăмсанса сĕлеке юхтарма кирлĕ мар. Вĕсем ĕçлеççĕ…». Анчах самаях чĕрĕ пек курăнакан сăмахсен ярапинче пĕрех мĕн пуçласа вĕçне çитичченех тĕп пăнтăх шухăш çаплах шăнăрланать:  «Тинех литературăра йĕрке пулать пуль-ха…», «Çак виçĕ ушкăн каллех пĕрлешсен хальхи вăхăтра «обществăлла» статус шайĕнче çеç шутланакан пĕрлĕхе патшалăх енчен кăштах пулăшу пама та майсем тупăннă пулĕччĕç…». Культурă министрĕ çуртсăр Çамрăксен театрне 25 çул куç пăвнă пекех йăпатать пире журналист: пĕрлешĕр, пĕрлешсен… «майсем тупăнĕç…»!

Хĕрхеннипе куççуль юхса анмалла: темле ирсĕр тăшмансем чăваш çыравçисене пĕрлешме чăрмантараççĕ, çавна пула, шереметсем, ирĕксĕрех виçĕ (тĕрĕссипе - тăватă, пилĕк темелле) пĕрлĕхе сапаланса кайнă, ырлăх кураймасăр асапланаççĕ… Чăваш çыравçисене, Сталин саманинче Крым тутарĕсене, карачайсене, Атăлçи нимĕçĕсене, чечченсене… урăх вырăнсене куçарса кайса сапаласа пĕтернĕ пек, геноцид тăваççĕ тейĕн!

Çыравçăн сăмахĕсен тĕшшине шĕкĕлчесен вара, аптрамалла. «Тинех литературăра йĕрке пулать пуль-ха…» - автор хисепе картнă чăваш çыравçисен 3 пĕрлĕхĕн ертÿçисем 2015 çулта «литературă çулталăкĕ» пулас ятпа халăх умне «пĕрле тухнин» шанăçĕ пирки çырать çакна. Автор шухăшлавĕн тарăнлăхне ăнланма темле кăткăс философи задачисене те шутлама хăнăхнă шутсăр тăнлă ăсчах пулмалла, ахăр. Пирĕн айван ăс çакна ăнланаймасть: виç пĕрлĕх чухне мĕншĕн «йĕрке» çук, мĕншĕн «йĕрке тума» çук? Хăйсен тачă ушкăнĕнче, ахăр, чăваш халăхне пуринчен ытла тĕшмĕртекенскер шутланакан А.Тарасов «почвенник» ял çынни ăнланакан чăнлăха епле манса кайнă: чăваш хĕсĕклĕхĕнче пысăк кĕтĕве кĕтме пушшех йывăр – пĕр выльăхĕ шăтнă анана тапăнать, тепĕр янаварĕ çырма тăрăх яла тарать, вăрманта чĕрчунсене çухатса пĕтерме ансат.

Хамăн автора айăплавăма тÿрре кăларса, питĕ вирлĕн çапла та çавăрса хурас килет: пулăшасах текенни вара çыравçăсен пĕрлĕхĕсем уйрăмшар чухне мĕншĕн пулăшмасть-ши? Уйрăм чухне чăваш çыравçисем Бангладеш гражданĕсем шутланаççĕ-ши? Финляндире, ав, параканни çыравçăсене çеç мар, кашни гражданина кашни уйăхра такахаль 800-шер евро укçа парса тăма пуçласшăн. Ку ĕнтĕ пурнăçри аксиома: парасах текенни пама майне тупатех, чарсан та чарса пĕтереймĕн.

Правă-саккун тĕлĕшĕнчен, пĕррене пĕрлешсен те çыравçăсен пĕрлĕхĕ пĕрех «обществăлла» статуслă» çеç пулса юлать-çке-ха, такамсен тем пек патшалăх ертÿлĕхĕн тулăх кĕрекин уйрăм тытăмĕ шайĕнче пулас килсен те. Совет саманинчи пек. Ун чухне чăнах та патшалăх «союзсене» питĕ кирлĕ тытăм пек хакланă, укçа-тенкĕрен катăк тăратман (анчах пĕрех пурне те тан тивменни паллă – пултарулăхра тата йăлара  йăпăлтисем ыр курнă, хăш-пĕр талантлă çыравçăсемех выçăллă-тутăллă пурăннă). Хальхи саккун умĕнче пушшех те кролик ĕрчетекенсен пĕрлĕхĕ, пуштă марккисене пухакан филателистсен пĕрлĕхĕ, сăра этикеткисене пухакан бирофилистсен пĕрлĕхĕ, çыравçăсен пĕрлĕхĕ… пĕр тан тăнине пĕлеймест-шим мăнтарăн автор?

Кун пек тенине пирĕн пуçлăхсем çыравçăсене «союзра тăнишĕн» мар, çырнине кура хаклаççĕ тесе йăнăш ан ăнланăр. Ку та пăтранчăк. Пурне те «сăмсине» кура хаклаççĕ, ахăр: çÿлерех асăннă чăваш сăвăçи Г.Айхи вырăсла авангардла сăвăсем çырса вырăс чĕлхин сумне тĕнчере сарма калама çук пысăк тÿпе хыврĕ, 1996 çулта Нобель премине илме «финала» тухнăччĕ – темиçе хутчен сасăласан та, Айхипе Бей Дао (Китай) тан сасă пухнăран, «виççĕмĕш кандидат» Веслава Шимборска (Польша) премие тивĕçнĕччĕ. Анчах та Айхи пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайсан, РФ ертÿлĕхĕ хурланни çинчен те пĕлтермерĕ! Айхи нихăш «союзра» та пулманнипе мар ĕнтĕ, ку паллă. Тĕп сăлтавĕ – Айхи, хăйĕн пултарулăх çулĕсен ытларахĕнче вырăсла çырсан та, нихçан та шовинистла политикă тытса пыман, чăваш культурине, сăмахлăхне, кирлех-тĕк – чăваш ятне, нихçан та манман, вĕсенчен йĕрĕнмен. Пушшех те, тĕнчере чăваш сăмахлăхне çĕкленĕ. Хăй халăхне сутман çыравçă пирĕн çĕршывра хисепре мар, ахăр.

Министрлăхри чиновниксен мăнтăр кăмăлне мала хурса, паян чăваш çыравçисен пĕртен-пĕр пĕрлешĕвне туса хурсан та, ку вăл ниепле те çыравçăсене миллионшар тенкĕ укçа автоматла уйăрмалли сăлтав пулса тăраймасть. Пĕр енчен, пулăшас пулсан патшалăхăн сахалтан та пултарулăх пĕрлĕхĕсене тан пулăшмалла – çыравçăсене, ÿнерçĕсене, кĕвĕ хывакансене, пултарулăхпа çыхăннă ытти пĕрлĕхсене – архитекторсене, дизайнерсене, эстрада юрăçисене… Тан пăхманни саккуна пăсса тунă ĕç пулĕччĕ. Тепĕр енчен, уйăрас тесен, халь те вĕсене укçа уйăрса пама патшалăха никам та чармасть. Авторитарлă патшалăхра пушшех аслине кам чарма е хирĕçлеме пултарать? Уйăрма пултараканнин çÿпçи шăтăк та кăмăлĕ çĕтĕк. Автор çакна темшĕн уççăн çырмасть. Е çырас темест.

Авторăн «Тутарсене, пушкăртсене ăмсанса сĕлеке юхтарма кирлĕ мар. Вĕсем ĕçлеççĕ…» сăмахĕсене малалла вулани те манăн шухăш тĕрĕссине кăтартать: «…Вĕсем ĕçлеççĕ. Халăхшăн, халăх валли. Вĕсен наци политики пур». Ку капла та мĕскĕн чăваш çыравçисене сĕмсĕр элеклени пекех.

Анчах эпĕ ку ыйтура, пĕр енчен, чăваш çыравçисене çеç айăплас теместĕп. Тепĕр енчен, айăплама та май çук: чăвашла çыракан чăваш çыравçи халăхшăн, халăх валли ĕçлемест-им? Вăл, тутар çыравçи пекех, наци политикине тумасть-им вара? Пултарнă таран тăвать. Ку ĕнтĕ политикă тесе хамăр тăвакан кашни утăма виçес пулсан – ман хамăн ăна шăпах çапла сумлас килет: ачусемпе, кÿршĕ-аршупа, ял-йышупа тата, хулара пулсан та, таврари халăхпа тата патшалăх кантурĕсемпе тăван чĕлхепе чăвашла калаçса-хутшăнса пурăнни, ачусене ача йăвинче, шкулта тăван чĕлхепе вĕрентсе çитĕнтерни  – пĕр политикă туни. Çук-тăк – ху ĕçÿпе-пурнăçупа пач урăх политикă тăватăн, урăх политикăра пурăнатăн, урăх политикăна тĕрев паратăн. Хăв чăваш пулса пурăнмасан, сан мĕлкÿне пăхнипе кăна эс  чăваш пулнине епле ăнланăн?  Антропологи енĕпе эпир ытти халăхсем евĕрех-çке, пирĕн ÿт ытла хура мар, куç ытла хĕсĕк мар.

Политикăна, тĕнчере йышăннă пек, саккун кăларассипе тата патшалăхри ĕç тăвакан ертÿлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе хакласан вара, ăна Тутарстанпа Пушкăртстанра та çыравçăсем тумаççĕ пек туйăнать. Кун валли парламент пур, министрлăх пур. Патшалăхăн çĕршыва ертсе пыма пайланă тăрăхĕсенче те – хуласемпе районсенче - каллех депутатсен йышăну кăларакан пухăвĕсемпе ĕç тăвакан ушкăнĕсем пур. Тутарстанра «вĕсен наци политики пур» пулсан, уншăн, эппин, чи малтанах Тутарстан ертÿлĕхне тав тумалла.

Кун пек чухне демократи пур йышлăхра, паллах, ертÿлĕхе тĕрев паракан кашни гражданина, çав шутра çыравçăна та, пуç таймалла. Пирĕн вара?

Шăп çак кунсенче 1990 çулхи юпан 24-мĕшĕнче Чăваш ССРĕн Хăйтĕллĕнлĕх (Суверенитет) Декларацине йышăннăранпа 25 çул çитрĕ. Статья авторĕ «наци политики» тĕлĕшĕпе тĕслĕх пек илсе кăтартакан Тутарстанпа Пушкăртстанра çакăн евĕр утăмсене çав çулхи çурлан 30-мĕшĕнче тата юпан 11-мĕшĕнче тунă. Пиртен кăльт кăна маларах. Куратпăр, ун чухне эпир ырă кÿршĕсенчен ытлах кая юлман. «Чĕлхесем çинчен» саккуна ыттисенчен маларах та йышăннăччĕ пулас.

Мĕнле вышкайсăр ĕç-пуç пулса иртнĕ-ха вара çак хушăра Чăваш патшалăхĕнче? Çĕр чĕтреннĕ-и, Çĕнĕ Шупашкарти хими наркăмăшĕн çÿпçи сирпĕннĕ те Чăваш Ен «Чернобыль зони» пулса юлнă-и? Унти халь пайăр пайтаçă аллинчи нÿхрепсенче халичченех çĕр çинчи пурнăçа темиçе хут пĕтерсе хумалăх наркăмăшлă хăват упранать тесе калаçатчĕç-çыратчĕç хăй вăхăтĕнче «симĕссисем», уççăнлăх вăхăтĕнчи хаçатсем - çав наркăмăша кунтан таçта илсе кайса пĕтерни пирки уçăмлă хыпар вуламан…

Юнашар пуçа пуç юртса пынă виçĕ республикăран иккĕшĕнче паян кун тĕлне «вĕсен наци политики пур» иккен, чăвашăн вара – мĕншĕн çук?

Çакăн пĕтĕм сăлтавне кунта уçса пама май çук ĕнтĕ, анчах та пĕри чĕлхе çинех килет: паян чăвашăн «наци политики» çуккишĕн шутсăр «кулянакан» çыравçăсем çав çулсенче чăваш наци идейине, чăваш наци пĕрлĕхне, çакăншăн кĕрешекенсене, пайăррăн илсен, çав кĕрешĕве ертсе пыма хăтланнисене, çемçен каласан, тĕрев паманни. Тĕрĕссипе, - сутни.

Мĕнле тата мĕншĕн пулса иртнĕ-ха çакă? Асилтересех килет.

Асăннă çулсенче автономиллĕ патшалăхăмăрсен статусне – чыспа правă шайне – кĕрешÿре (политикă кĕрешĕвĕнче!) çĕнсе илмелле чухне, питĕ ансатлатса пăхсан, Тутарстанпа Пушкăртстанра çак кĕрешÿ пуçне партипе хуçалăх ертÿçисенченех çитĕннĕ, коммунист пулсан та, хăйсен халăхĕшĕн ыратăвне чунран кăларса пăрахман çынсем тăнă: Минтимер Шаймиев, Муртаза Рахимов. Вĕсене пач та идеализацилемесен те, вĕсем çак кĕрешÿре хăйсен витĕмлĕ сăмахне самаях каланă. Паян та калаççĕ.

Чăваш инкекне, пирĕн республикă ертÿлĕхĕнчи аслă ăрура та чăваш туйăмĕ пулман. 1962 çултанпа чăваш шкулĕсене 4-мĕш класс таран пĕтерсе хунине аса илĕр. Тутарсем ун чухне Чăваш енре те тутарла 8 класс таран вĕренессине упраса хăварма пултарнă! Чăвашсене ун чухне çăвара космонавтпа хупланă, ахăр. Тутарсен паян кунччен космонавт çук, анчах – тутарлăх пур. Пирĕн космонавтăмăрăн мăшăрĕ вырăс пулчĕ, хĕрĕ те ашшĕн тăван чĕлхине хисеп кăтартмарĕ. Мухтавлă космонавтăмăртан чăваш йăхĕ ĕрчемерĕ.

Аслă ăру республикă тилхепинех тытса пынă пулсан, мĕн хăтланĕччĕç иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче – пĕлместпĕр, анчах шăп çав çулсенче пирĕн республикăн ертÿçисем улшăннă. Чунĕнче чăваша хисеп пур, чăваш литературине, культурине лайăх пĕлекен Леонид Тянгов кандидатурине, республикă ертÿлĕхне ларма ан тупăштăр тесех пулас, чăваш çыравçисем те явăçнă темле кăткăс пăтратусенче чавсапа хирсе, пуçĕпех сирсе янă. Партин Чăваш конференцийĕнче мăкланнă Александр Петрова хирĕç каварлашнипе тан ушкăнланнă çамрăк парткарьеристсем, альтернативăллă суйлавпа витĕнсе, обкомăн иккĕмĕш çыруçине пĕрремĕш çыруçине хирĕç тăратнă. Çапла вара республикă ертÿçине маргинал тата манкурт Валентин Шурчанов кĕрсе ларнă. Вырăс мар ытти халăхсемшĕн яланах маргинал пулнă Мускавшăн ку çын питĕ юрăхлă пулнă, ахăр. Çавăнтанпах В.Шурчанов пире «çутă малашлăха» ертсе каять, Л.Тянгов вара вăхăтсăр вилсе выртрĕ, Шупашкарти Явăш масарĕнче сумлисен ретĕнчи вилтăпри палăкĕ çеç пире тунсăхлăн асилтерет: «Чăвашлăха чăваш хаклатăр, Вăл турă панă пархатар» (Сергей Саманташăн «Мана нимех те кирлĕ мар» сăввинчи кăшт çеç улăштарнă йĕркесем).

Ахăртнех, студент çулĕсенченех парти карьерисчĕн тĕллевĕпе çитĕннĕскер, В.Шурчанов ăсĕпе-тăнĕпе те, чунĕпе-чĕрипе те çак вăхăтри улшăнусен чăваш нацийĕн шăпине татса паракан малкурăмлă (прогрессивлă) юхăмне ертсе пыма пултарайман. Кăмăлĕ те пулман ĕнтĕ – çакна эпир паян кунчченех курса тăратпăр. Чăвашсене халичченех темле коммунизм идейисемпе минретнисĕр пуçне, вăл чăваш халăхĕн тĕнчери правине, федерализма, чăваш чĕлхине хÿтĕлесе ним те туса курман – федерации шайĕнчи парламентари пулса тăрса, çак ыйтусемпе саккун кăларас енĕпе те пулин нимле пуçару та туман! Тăвас та çук. Çавăнпах вăл паян кунчченех Раççей Федерацийĕнчи «унитарлă» коммунистсен партийĕн тата федерализм саккуне пăссах «унитарлă» патшалăхăн сумлă ĕçченĕ. Ман шутпа, В.Шурчановăн юн тымарĕсенче нихçан та коммунизм, апла-тăк – пĕртанлăх, идейи чупман.

Ытла иртсе кайиччен, айккинелле пăрăнсах - анчах литература картинчех, каллех коммунистсене тивĕçлишĕн питлер: çĕршывăн паянхи авторитарлă влаçĕ, хăйĕн валли никĕс хывма тапаланса, паянхи коммунистсен аллипе каллех çынçиен Сталина пуççапассин юхăмне çĕклет! Сталина тĕревлени – паянхи авторитаризма çирĕплетни-çке. Нумай пулмасть чăваш коммунисчĕсем те хутшăннипе кÿршĕ Мари Элти Звенигово хулинче айван чăвашсен ушкăнĕ Сталин палăкне уçрĕ. Черет Шупашкара çитнĕ-тĕр. Сталин вара ним айăпсăр халăхăн юнне Атăл тулса юхмалăх юхтарнă! Сталин ним айăпсăртан тĕп тунисен йышĕнче – теçетки-теçеткипе чăваш çыравçи: Мĕтри Юман, Турхан Яккăвĕ, Турхан Хĕветĕрĕ, Неçтĕр Янкас, Николай Шупуççынни, Митта Ваçлейĕ, Митта Петĕрĕ… Суса пĕтерме çук!

Вĕсен, чылайăшĕн – ятсăр, ăçта пулни те паллă мар, вилтăприйĕсем çинче никĕсленсе тăрать мăнтарăн чăваш халăхĕн 1920-1937 çулсенчи «иккĕмĕш чĕрĕлĕвĕ» («пĕрремĕшĕ» тесе Иван Яковлев тапхăрне калатпăр).

Тавах Турра, чăваш халăхĕ ытла хĕсĕр мар: «иккĕмĕш чĕрĕлÿрен» туйраланакан 1990 çулсенчи «виççĕмĕш чĕрĕлĕве» - халăхăмăрăн вăрăм историйĕнче куçпа курмалли пĕртен-пĕр çак татăклă кĕрешĕве - ертсе пыма пултаракан ертÿçĕмĕр тупăннă. Вăл – Атнер Хусанкай.

Вăл тарăн пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă чĕлхеçĕ, ăсчах, интеллектуал. Паллах, вăл нихçан та патшалăха ертсе пыман, колхозпа завода та ертсе пыман, анчах çакăн лайăх енĕ те пулнă - унăн хуçалăх ĕçĕсенчи ертÿçĕсен теветкеллĕхĕ, чылай чух – шелсĕр тата намăссăр теветкеллĕхĕ пулман. Куç хупмасăр суйма пĕлмен, мĕн пуррине тĕрĕссине каланă. Пуçлăхсен вăрăлăхĕпе хăравçăлăхĕ пулман. Ăна парти выговорĕ парассипе, çемçе пукан çинчен хăваласа ярассипе хăратма май пулман.

Атнер Хусанкайăн, паллах, çитменлĕхĕсем те пулнă, хальчченех пур пуль. Вĕсенчен пĕри – вăл чăваш наци юхăмне европăлла – ирĕклĕ - ертсе пыни, унта халăх çÿлтен хушнипе эшкерленсе мар - хăй ăнлавĕпе пиçсе çитсе хăй ирĕкĕпе хутшăнмалла пулни, наци юхăмне çар пăхăнăвĕллĕ йĕркелеменни тесе шутлакансем те пур. Анчах та, каларăмăр, ун ĕçĕнче ырри ытларах пулнă. Вăл вĕтĕ чунлă пулман. Чи кирли – Атнер Хусанкайăн тĕнче шайĕнчи этемлĕх аталанăвне ăнкаракан ăсĕ-тăнĕ тата тăван халăхне ытти халăхсемпе тан курма ăнтăлакан таса чунĕ пулнă (тавах Турра, паян кунчченех пур, Турă ăна вăрăм ĕмĕр патăр).

Çавăнпа та чăвашăн «виççĕмĕш чĕрĕлĕвне» никам та мар – Атнер Хусанкай, ансатласа тата ÿстеререх каласан, çулпуç пулса ертсе пынă.

Влаç тытăмĕнчи опытлă чиновник, ялан халăха çĕнтерÿсем патне «çул кăтартакан» КПСС Чăваш рескомĕн пĕрремĕш çыруçи В.Шурчанов пуçарнипе мар, ун чухнехи Чăваш АССР «Верховнăй Совечĕн» саккунсем кăларас енĕпе ĕçлекен комиссийĕнчи «юрист» депутатсем пуçарнипе мар - пĕртен-пĕр Культурă комиссийĕн пуçарăвĕпе пирĕн республикă ун чухне Хăйтĕллĕнлĕх (Суверенитет) Декларацине, «Чĕлхесем çинчен» саккуна йышăннă, Чăваш Республикин Президенчĕн суйлавне ирттернĕ тата ытти те. Çав пуçаруçă-комиссие вара шăпах Атнер Хусанкай депутат ертсе пынă. Чăваш патшалăхĕн историйĕнче культура комиссийĕ патшалăх аталанăвĕн ĕçне çапла витĕм кÿме пултарни урăх пулман.

Ун чухне çав ĕçсенче А.Хусанкайпа юнашар пулнă депутатсене - Ю.Кошелев, Ф.Мадуров, Н.Казаков, Г.Архипов чăвашсене, Н.Карачарсков, А.Лепилин вырăссене, А.Мирхолов таджика кунта ятран каласа хăварманни тĕрĕс мар пулĕччĕ. Ялан А.Хусанкая пулăшса тăнă Н.Лукианова, Б.Чиндыкова, Н.Енилина, Л.Афанасьевăна та манар мар. Ку черетлев, паллах, тулли мар.

Паян Шупашкарта чăваш çынни тăван чĕлхепе çăвар тулли калаçнине илтсен, тав тума манмалла мар – çакăншăн çÿлерех асăннă чылай çын «националист» ярлăк илсе хăй кунçулĕнче сахал мар нуша тÿснĕ. Чылайăшĕ çакăн хыççăн пурнăçра уççăн е вăрттăн хĕсĕрлеве тÿснĕ, ĕçсĕр юлнă тата ытти те.

Тивĕçлипех, 1991 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн пĕрремĕш суйлавĕнче Чăваш Республикинче пурăнакан суйлавçăсен ПĔТĔМ хисепĕнчен чамаласа 46 проценчĕ Атнер Хусанкайшăн сасăланă. Шел, ун чухне çĕнтерме 50 процент тата 1 сас илмелле пулнă, çавăнпа А.Хусанкай çĕнтереймен. Сăмах май, кайран Чăваш Республикин президентне-кăлавине суйланнисенчен нихăшĕ те суйлавсенче А.Хусанкай илнĕ чухлĕ сасă пуçтарайман. Анчах вĕсем çĕнтернĕ: вăл вăхăта суйлав саккунне улăштарнă – çĕнтерме республикăри пĕтĕм суйлавçăсен мар, СУЙЛАВА ХУТШĂННИСЕН ытларах пайĕ сасăлани те çителĕклĕ пулса тăнă.

1993 çулхи суйлавра А.Хусанкай çĕнтереймен. 2 çул хушшинче чăваш суйлавçисен шухăшĕ мĕншĕн улшăннă, кам улăштарнă – ку тарăн тĕпчемелли ыйту. Шел, чĕрĕк ĕмĕр хушшинче çакна тĕпчекен тупăнмарĕ-ха…

Кун хыççăн вара, инкеке, пирĕн республикăра А.Хусанкай вăхăтĕнче туса хăварма пултарнă «наци политикин» шайĕ, тин шăтса тухнăскер, çитĕнмелле те çеçкеленмеллескер, чакнăçем чакса кăна пырать. А.Тарасов автора тĕрĕссине уççăн каламаншăн тиркев хама та пырса тивтĕр – уççăнах калам: чакарнăçем чакарса пыраççĕ, чакарнăçем чакарттарса пыраççĕ. Камсем? Пÿрнепе тĕллемесĕрех паллă. Çÿлтисем.

Мĕншĕн чăваш халăхĕ çакăнпа хăй ирĕкĕпех çырлахать? Ăнлансах е ăнланманнипе? Каллех тĕпчевсем çук.

Çакă çеç паллă: апла-тăк, халăх çапла юхăнасран халăхăн сыхлав тытăмĕсем (патшалăх тытăмне кунта шута илмĕпĕр) – халăх (общество) йĕркеленĕвĕсем - пач та ĕçлемеççĕ е калама çук çителĕксĕр ĕçлеççĕ: ЧНК – Чăваш наци конгресĕ, шучĕ çук ЧНКА-сем - Чăваш наци культурă автономийĕсем, ЧОКЦ - Чăвашсен обществăпа культурă центрĕ, Чăваш çамрăкĕсен «Сăвар» пĕрлешĕвĕ, Тĕрĕк тĕнчин культурă центрĕ, Митта хунти – Митта фончĕ, К.В.Иванов фончĕ, «Сăвар» фонд, Çеçпĕл фончĕ, ытти темтепĕр, çав шутра – «писательсен союзĕсем» те. Вĕсем кахал, лÿппер е айван темелле-тĕр. Халăха çутта кăларма çителĕклĕ вăй хумаççĕ, çак ĕçре халăха ертсе пымаççĕ, унăн хакĕсене пачах та хÿтĕлемеççĕ,  тен, хÿтĕлемеллине те ăнланмаççĕ… Тен, ăнлансан та, хÿтĕлемелли мелсемпе меслетсене чухламаççĕ пуль тата ытти те.

Вырăс халăхĕн хакне вара РФ Президенчĕ В.Путин çеç мар, РПЦ – Вырăс православи чиркĕвĕ те хÿтĕлет, тутар-пушкăрт халăхĕсен хакне хăйсен патшалăхĕсем çеç мар, ислам тĕнĕ те хÿтĕлет. Пирĕн чăваш халăхĕн хакĕсене хамăра айккинчен вăйпа йышăнтарнă ют тĕн нихçан та хÿтĕлемен, çакăн çинчен аса та илмен, пушшех те пире вырăс империне пуçĕпех пăхăнтарас тата чăвашсене вырăса кăларас ĕçе туса пынă.

Паллă - пирĕн халăх авторитарлă влаçран шуйттанран хăранă пек хăрать, çăварне шыв сыпнă. 1990 çулсенчи демократи тапхăрĕнче, ыттисем хыççăн та пулин, самай чĕрĕлнĕччĕ. Çанталăк сивĕтсен, чăваш патриочĕсем темле шăтăк-путăксене тарса пытанчĕç. Ăнланма та пулать – хăратса çитернĕ. Çавăнпа, акă, 2015 çулхи президент (кăлава) суйлавĕнче чăваш «наци политикине» палăртса тăракан пĕр кандидат та пулмарĕ. Кандидат тăратас тесе мекеçленекен те тупăнмарĕ. Çакă чăваш чĕрĕлнине ырламан вăйсемшĕн калама çук лайăх: халăх умĕнчи уçă тупăшура вĕсем нихăçан та тĕнче шайĕнчи чăваш наци юхăмĕн тĕллевĕсен саккунлăхне тата тасалăхне çĕнтереймен пулĕччĕç.

Пĕтĕрĕнчĕк политикăн чылай ыйтăвне ахаль чăваш ăнланса та çитереймест, тата çавна ăнлантарма пултаракан пĕр ирĕклĕ МИХ (вырăсларах каласан, массăллă информаци хатĕрĕ) таврашĕ те çук пирĕн (чăвашла йыша хыпарлав хатĕрĕ темелле-тĕр). Пăтранчăк шывра пулă тытса пуйса кайнисене нихçан та чăваш наци политики кирлĕ пулман: паллă эсэр Микулай Симунĕ (Семен Николаев) аса илнипе, Сарту-Пенза енчи пуян чăваш (Начаркинчĕ пулас) «Хыпар» кăларма укçапа вуçех пулăшман. Ехрем купса та пĕр пус та пулăшманнине пĕлетпĕр… Апла пулин те, хулари катăк ăслă чăваш-депутатсемех нумай пулмасть Шупашкар варринчи урама ун ятне партарчĕç, чăвашран писнĕ, манкуртланнă «чебраша» (Иосиф Дмитриев) чысласа, чăваш  ятне çĕклетпĕр терĕç пулас. Çав вăхăтрах Етĕрнери пуян Таланцев вырăс чăваш хаçатне хаваспах пулăшнă. Республикăра паян хуçаланакан чăваш олигархсен те чăвашлăхшăн «чунĕсем хытнă» (Кĕçтенттин Иванов сăвăçăмăр хаклавĕпе).

Ку ниепле те сÿтсе явакан статьяпа çыхăнман тесе ан калăр. Еплешшĕ çыхăннă! Паян «вĕсен наци политики пур», апла-тăк, пирĕн çук тесе макрашам пек тăвакан А.Тарасов çав «наци политикишĕн» татăклă суйлавсем вăхăтĕнче яланах А.Хусанкай кандидатурине хирĕç ĕçленĕ! Демократи саманинче А.Тарасовăн хăть те хăш кандидат майлă та ĕçлеме е ĕçлемессе правă пур, паллах. Уншăн ăна ÿпкелемелле те мар пек. Вăл чăваш «наци политикишĕн» шăпа татса паракан суйлавсенче кам майлă ĕçлени пирки паян сăмах хускаттараканни пĕртен-пĕр çакă: А.Тарасов çав çулсенче хăй паян шыракан «наци политики» пултăр тенине хирĕç ĕçленĕ пулса тухать. Вырăссем «гримасы истории» теççĕ ун пек чухне. Чăвашла каласан: «Çапма пĕлмен – туртине». Урăхла каласан, хăш-пĕрисен паян чăвашсен «наци политики» çук тесе макăрашма намăса пĕлмелле.

Тен, «наци политики» тенине А.Тарасов урăхларах ăнланать? А.Хусанкайăн тата ун таврашĕнчисен «наци политики» - паянхи этемлĕхĕн цивилизацийĕ шайĕнчи пĕртанлăха мала хуракан, этемĕн тата халăхсен тĕнче прави çинче никĕсленсе тăракан «наци политики». Ăна ăнланма, паллах, çăмăл мар – Раççей ертÿлĕхĕнчисем, юрист пулсан та, çакна ăнланни палăрмасть, ав (ăнлансах кутăнла тунине пушшех ăнланма йывăр). Анчах ман ун пек чухне «контрольный выстрел» текенни пур: А.Хусанкай кандидатăн программинчи «наци политики» тивĕçтермесен, çав вăхăтри хăш кандидатăн программинчи «наци политики» çырлахтарнă сире, А.Тарасов хосподин? Хăш кандидат ку ыйтупа маларах тата çÿллĕрех шайра пулнă?

Пулман ун пек программă, пулман ун пек кандидат! Ун пек лару-тăрура вара халăх патриочĕсен мĕн пуррипе усă курма ăнтăлмалла. Усă курман-тăк, историре сайра пулакан çĕнелÿ самантне çывăрса ирттерсе янă-тăк, халь кама ÿпкелен? Турцири тĕрĕксен – чăвашсен çывăх тăванĕсен – хăйĕн халăхĕн тата çĕршывĕн историйĕнчи çавăн пек татăклă самантĕнчи хăюллă ертÿçи Мустафа Кемаль Ататÿрк паша (генерал) уççăн каланă: çывăракан халăх хăйшĕн кĕрешме вăранмасан, вăл чура пулса вăранĕ.

Ку тĕлĕшпе, чăваш инкекне, А.Тарасов хăраххăн мар.

Пĕррехинче, Чăваш Президенчĕн пĕрремĕш суйлавĕ хыççăн, Аркадий Айтак чăваш патриочĕсен пĕр ушкăнне хăй патне хăнана йыхравланăччĕ. Чăвашла çуртри чăвашла кĕрекере, Тури Ачак хуçалăхĕн техĕмлĕ сăри пуçа çапсан, калаçу суйлав пиркиех тапраннăччĕ:

-Пĕлетĕр-и, эп суйлавра ма А.Хусанкай кандидатури майлă ĕçлемерĕм? – тет Праски Виччи ÿнерçĕ. – Ун программинче чăваш гвардине тăвас ыйту çукчĕ! Хамăрăн çара тумалла! Хамăрăн банка тумалла!..

Тата ытти темтепĕр. Ку йăлтах Çеçпĕл Мишши тахçанах каланисем иккенне тĕшмĕртейменнисем çăвар карса итлеççĕ: вăт националист-тăк националист Праски Виччи! Чи кăра «националист» шутланакан А.Хусанкайран та ирттерет, имĕш.

Чăтса çитереймерĕм, пурин умĕнчех тÿррĕн ыйтрăм:

-Виталий Петрович! Эсĕ суйлавра Леонид Прокопьев кандидатури майлă ĕçлерĕн. Прокопьевăн программинче чăваш гвардине тăвас ыйту пурччĕ-им вара?

Ÿнерçĕн ирĕксĕрех шăпланма тиврĕ…

Ĕçĕ вĕт-ха Леонид Прокопьевра мар! Ылтăн пек çын пулнă-тăр вăл. Инкекĕ çавăнта – ни унăн, ни пирĕн çак ыйтусене пĕр-пĕринпе сÿтсе явма, пĕрлехи фронтпа аталанма калаçса татăлмалăх тăн çитменнинче! Выляса яраканни чăвашлăх пулчĕ вĕт-ха! Вĕрме пĕлмен йытă яла кашкăр кÿнĕ пек, вара чăваш пуçĕ çине синкер килчĕ…

А.Тарасовăн çав вăхăтри маншăн намăс ĕçĕ пек хакланакан хăтланкаларăшĕнчи пĕртен-пĕр чыслăхĕ те çакă çеç: хăй суйлавсенче яланах А.Хусанкая хирĕç пулнине вăл нихçан та пытарман.

Паян та çакна пытармасть, тÿрре тухма тем тĕрлĕ те сăлтав шыраса тупать, айвансене ĕнентерет. Паян сÿтсе явакан статья та айван вулавçăсене хăй епле «наци политикишĕн» пăшăрханакан хăюллă çыравçă пулнине кăтартма çырнăскер çеç, эппин. Чăнлăхпа суяна пăтратать, чăнне каласа пĕтермест. Нихăш ыйтăвне те тĕпрен хускатмасть, пĕртен-пĕр кулянăвĕ, апла-тăк, – патшалăх кункăри умне вырнаçасси.

Хамăр ăрăвăн ачалăхри вĕçĕмсĕр вăрçă вăййисен тĕп шухăшне манса кайнă пулмалла А.Тарасов – сутăнчăка тăшмансем те хисеплемеççĕ. Çавăнпа паян кунчченех кункăрана сĕлĕ тулăххăн сапса памаççĕ, пулмалла.

Çак саманта тĕпченĕ май, хамшăн тĕлĕнмелле саккунлăх уçрăм, ăна каласа хăварасах килет. Мана тăван патшалăх, хăйĕн саккунĕсене сĕмсĕррĕн пăссах, 2013 çулта экстремизмла статья çырнă тесе пуçиле енĕпе айăпларĕ: патшалăх чăваш халăхĕн прависене тивĕçтермест текен статья çырса пичетлесе, эпĕ вырăс халăхне курайманлăх çуратнă имĕш. Ку ыйтупа ăсталаннă Мускав хаклавçисем çав çырура нимĕнле те экстремизм çук тесе хакланă çĕртенех.

Маншăн калама çук йывăр çав кунсенче (патшалăх Сталин вилнĕ хыççăнтанпа чăвашсенчен никама та «национализмшăн» судпа айăпласа курман!) чăвашлăхшăн тăракансен ушкăнĕ интернетри «Ирĕклĕ сăмах» сайтра мана хÿтĕлесе çыру айне алă пусасси йĕркелерĕ. Халь пăхатăп та тĕлĕнетĕп: 1991-93 çулсенче Президент суйлавĕнче кам А.Хусанкай майлă, апла-тăк – чăвашлăхшăн, ĕçленĕ, çавсем ман тĕслĕхре те чăвашлăха, сăмах ирĕклĕхне хÿтĕлесе алă пуснă е мана тÿрремĕн хÿтĕленĕ: Виталий Родионов, Николай Егоров, Виссарион Пряников профессорсем, Неççе Кули (Енилин), Хветĕр Мадуров ÿнерçĕсем, Николай Исмуков чăваш халăх поэчĕ, Юрий Сан сăвăç, Станислав Упаççи наука кандидачĕ, Борис Чиндыков çыравçă, Иосиф Дмитриев (Трер) сăвăç, артист тата режиссер, Борис Глинкин спорт маçтăрĕ (пурне те ятран асăнманнисем каçарччăр – çырăва алă пуснисен черетленĕвĕнче 150 ытла çын).

Çав вăхăтрах çав маларахри Президент суйлавĕсем вăхăтĕнче А.Хусанкая хирĕç çине тăрса уççăн кĕрешнĕ Юхма Мишши, Арсений Тарасов çыравçăсем, Праски Виччи ÿнерçĕ… ман тĕслĕхре те сас паман. «Чăвашшăн чăваш – тăван-хурăнташ» тесе кăшкăрашса çÿресех халăхра ыр ят илнĕ, ЧР халăх поэчĕ ята та тивĕçнĕ, РФ Президенчĕн В.В.Путинăн шаннă çынни пулса тăма пултарнă «çулăмлă» Валерий Туркай та ни улăпла чăвашлăха, ни мĕскĕн чăваша хÿтĕлеме çăварне уçман. Вăл хăйĕншĕн кам «тăван-хурăнташ» пулнине лайăхах уйăрать пулмалла…

Апла-тăк, вĕсем 25 çул хушшинче ним те улшăнман? Апла-тăк, 25 çул хушши хăйсене пĕр енчен чăваш патриочĕ пек кăтартаççĕ, анчах та мĕн те пулин татăклă ĕç сиксе тухсан, е хăраса, е ятарласа сиен тăвас тĕллевпе, айккинче тăрса юлаççĕ… Кайран халăх умĕнче ырă курăнма чăваш «наци политикине» шырам пекки тăваççĕ.

Ăнланатăп-ха, Илле Иванов, пайăррăн илсен, хÿтĕлеве тивĕçлĕ çын та мар пуль, – анчах та ăнкаракан чылай çын çав мăшкăлтăк тÿревре мана мар, шăпах чăвашлăха, истори чăнлăхне, сăмах ирĕклĕхне, çав А.Тарасов автор Чăваш Енре литература, Кĕçтенттин Иванов (Кашкăр) çулталăкĕнче те тупайман чăваш «наци политикине» суд туни пирки калаççĕ. Мускаври тата ытти çĕрти хам ĕмĕрне те курман та илтмен правă хÿтĕлевçисем калаççĕ çакна (СОВА-центр хаклавне интернетра тупса вулама пултаратăр тата ытти те). Пĕр район çынни, шкул çулĕсенченех пĕрле, пĕр район хаçачĕ тавра пĕтĕçсе çитĕннĕ, университетра пĕрле вĕреннĕ, пĕр хуларах пурăнакан, тăван культурăн пĕр хуранĕнчех вĕрекен паянхи сумлă «чун инженерĕ» А.Тарасов çеç çакна асăрхамасть! Е асăрхамăш пулать?

Пĕтĕмлетсе каласан, А.Тарасов çыравçăн «вичкĕн куçĕ» чăвашсемшĕн ĕмĕрех сăваплă пулакан А.Хусанкай хăйĕн улăпла ĕçĕ-хĕлĕпе ытти политиксем ура шăлса пурăннă чăваш «наци политикине» пĕр самантлăх та пулин ялав туса çĕкленине асăрхаса юлайман.

А.Хусанкая политикăран сирсе янă хыççăн çав ялава каллех пылчăка пăрахнă та, вăл тÿпере вĕлкĕшнине курайманшăн А.Тарасов хăй кулянмаллипех куляннине лайăх артист пекех сăнарлать. Шел, ялава ăçта шырамаллине, ăна, пылчăклăскере, чуптуса чĕре çумне пăчăртамаллине, ăна хăвăн хĕвне хупса тăшмансенчен хÿтĕлемеллине, ялава мăшкăла хăварас мар тесен, чи малтан чунна сутмалла маррине, кирлех-тĕк, сăваплă ялава çăласшăн асапланма е вилме те хатĕр пулмаллине, вараланă ялавăмăра нумай ĕмĕрсенче виçесĕр асап та мăшкăл тÿснĕ халăхăмăрăн сăваплă куççулĕн таса çăлкуçĕнче çуса тасатса, каллех çÿл тÿпене çĕклеме сахалтан та мекеçленсе пăхмаллине кăна ăнкараймасть, ахăр, сумлă çыравçăмăр… Ку ĕнтĕ анлă е ансăр тавракурăм ыйтăвĕ, аслă е вĕтĕ чун ыйтăвĕ, янкăр е ăмăр кăмăл-сипет, пур е çук пархатарлăх ыйтăвĕ.

Е хăш-пĕрисен тĕп тĕллевĕ ялава çĕклесси мар, ăна çĕклеме мекеçленекенсене чăрмантарасси-ши?

Çак тĕллевпе ятарлă ĕçлекен хĕсметсем пуррине пĕлетпĕр. А.Тарасов çав хĕсметпе тачă çыхăнни-çыхăнманни пирки тÿрремĕн хыпар çук, анчах та унăн пурнăçри тата пултарулăхри çывăх тусĕ, хăйне май – «хреснай ывăлĕ», çул май «чăваш халăх поэчĕ» шутланаканскер, çав айăпсăр çынсен юнĕпе вараланчăк, ниепле те çынлăхланайман кантур çынни е, сахалтан та, майлă вĕрекен хураçки иккенне пурте пĕлеççĕ. Темшĕн, А.Тарасовăн çак çырăвĕнчи таса шыва пăтратмалли стиль çав кантурăн ĕç мелĕсемпе пĕр пекрех туйăнать.

Хисеплĕ А.Тарасов автор каласа çитерейменни (ятарлă пытарни теес килмест) шăпах çакă пуль тетĕп – чăваш çыравçисем халăха витĕм кÿрекен сăмах калаймаççĕ, айванлăхран е политикăри ятарлă минретÿрен урăлайман халăх вара патшалăх ертÿлĕхне витĕм кÿреймест. Вара чăннипех те… «вĕсен наци политики пур» пулса тухать, пирĕн - çук.

Эпир - халăх пек, çыравçăсем пек – хамăрăн пĕчĕк Чăваш Республикин ертÿлĕхне витĕм кÿрейместпĕр, ытти халăхсем вара - «вĕсен наци политики пуррисем» - аслă çĕршывăн пĕтĕм ертÿлĕхне витĕм кÿме тăрăшаççĕ те, пултараççĕ те. Ахальтен мар тутарсен «Бабайĕ»  (халăхра М.Шаймиева çапла калаççĕ) «наци политики» шайĕпех тутар сăмахне элем пек çĕклерĕ: «Булдырабыз!». Кăна ĕнтĕ кашни чăваш ăнланать: «Пултаратпăр!».

Анчах чăваш «пултаратпăрĕпе» тутар «пултаратпăрĕ» танах-ши?

Танлаштарма: хăйĕн наци хакĕсене демократи мелĕсемпе хÿтелеме ăс-тăн тата кăмăл çирĕплĕхĕ çитернĕ тутар халăхĕн ертÿлĕхĕ çĕршыв ертÿлĕхне витĕм кÿрет. Меммесем умĕнче хурçă пек çирĕп В.Путин та йышăнчĕ: хăйсен патшăлăхĕнчи чи аслă должноçа епле каласси – регионти халăх ĕçĕ. Çапла вара пĕртен-пĕр Тутарстан «Президент» ята, халлĕхе те пулин, сыхласа хăварчĕ. Тен, яланлăхах.

Вăрçăран пăлат хурçă пек пиçĕхсе тухнă чеччен халăхĕн ертÿлĕхĕ аслă çĕршыв ертÿлĕхне епле витĕм кÿрет тата? Пире чей кашăкĕпе паракан ырлăхпа намăслантарса парăмлантараççĕ («дотационный регион!»), чечченсен патшалăхĕнче вара алтăрлине те тивĕçлипе илеççĕ. Эпир тĕлĕкре те тĕлленеймĕпĕр…

Апла-и, капла-и – паян Раççей Федерацийĕнче демократи! Ирĕклĕ суйлавсем пур. Кам чăрмантарма пултарать çирĕп кăмăллă халăха пуçлăх е депутат пулма «наци политики» тума пултаракан çынна суйласа лартма? Аялтан та, çÿлтен те çирĕп ыйтакан çук чухне, кам сана «наци политики» туса парать? Вырăнти ертÿлĕх халлĕхе çÿлтисем мĕн ыйтаççĕ, çав ыйтупа çеç ĕçлет. Эпир паян хамăр суйласа лартакансенчен çирĕп ыйтаймасан, хамăр алăпах суйласа лартакан «çÿлтисене» те «наци политики» ним тума та кирлĕ мар пулса тăрать. Хăш-пĕр самай çÿлти вăйсен вăрттăн ĕмĕтне «ашшĕ юрист» депутатсем уççăн пĕлтереççĕ: наци республикисем – Раççей инкекĕ имĕш, çавăнпа вĕсене пĕтермелле, вара çак аслă çĕршывра çăтмах пек пурнăç пуçланать иккен…

Эпир вара, ытарлăн каласан – А.Хусанкай тавра пĕтĕçнĕ чăваш «националисчĕсем», чамаласа, чăвашăн «виççĕмĕш чĕрĕлĕвĕн» пуслăхĕн чĕпписем тейĕпĕр, - Раççей Федерацийĕн пĕрлехи çирĕплĕхĕ вăл тĕрлĕ халăхсен пĕртанлăхĕнче тесе шутлатпăр. Анчах çав пĕртанлăхшăн, федераци тесе ят панă патшалăхăмăрта чăннипех федерализм тăвассишĕн пирĕн шухăшлав шайĕнче, правă шайĕнче, цивилизаци шайĕнче кĕрешмелле те кĕрешмелле-ха! Çав шутра, çакна тума ЧĂВАШ çыравçисен ТĂВАН халăха çутлăхалла нумай туртмалла.

Тĕлĕкре те патшалăхăн тулăх кункăрине çеç тĕлленекен чăваш çыравçисем вара çак ĕçе нихăçан та тăваймĕç. Чуралăх вăл ытларах чухне Стокгольм синдромĕ çеç çуратать, Спартак питĕ те сайра çуралать.

Халăха çутта кăларма, халăхăн куçне уçма тивĕçлисен йышĕнче, паллах, эпĕ чăваш çыравçисене çеç курасшăн мар. Унта ÿнерçĕсем, кĕвĕ ăстисем, юрăçăсемпе ташăçăсем, артистсемпе хаçатçăсем, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем кăна та мар. Çакăншăн Турă-çутçанталăк тата мăнасаттесем (истори) умĕнче яваплисем – аслă пĕлÿллĕ кашни чăваш, вăтам пĕлÿллĕ кашни чăваш, çĕр çинче утса çÿрекен кашни чăваш.

Ку шÿт мар. Турра ĕненесси модăна кĕрсе кайрĕ, пурте чиркÿ лартаççĕ, пурте сăхсăхма маçтăрланса кайнă. Çĕр çинче пурне те Турă туса янине ăша хыватпăр имĕш. Аван тейĕпĕр. Апла-тăк, Çĕр çине Турă туса янă тăван чăваш йăхна пĕтернĕшĕн, тăван чăваш чĕлхине, тăван чăваш патшалăхне пĕтернĕшĕн сан Çÿлти тÿпере явап тытма тивĕ. Каçать-и-ха тата çав çĕр чăтмалла мар çылăху? Çакна сăхсăхакан халăха никам та ăнлантармасть.

Çÿлерехри ăмсану патне таврăнсан та, Çÿлхуçа (Ева Лисина куçарăвĕ) никама та, нимĕне те ăмсанма хушман тет. Мĕншĕн вара чăваш çыравçисен патшалăх аллинчен тутарсене-пушкăртсене тивекен, пире те пÿрме пултаракан ямăт касăка ăмсанса лармалла? Çитменнине, чуна сутса – касăк тивĕçтĕр тесен, малтан темиçе пĕрлĕхе пĕррене пĕрлештермелле имĕш, вара тин санăн куккун улпут хур тукмакĕ çинине КУРМА шанăç çуралать… Ĕлке кăна-ха ку! Химера!

Çыравçă ĕçĕ ирĕклĕх ыйтать, чуралăх мар. Çыравçăсен «пĕрре кăна» пĕрлĕхне канашсен тоталитарлă патшалăхĕ çыравçăсен ирĕк шухăшне çăварлăхласа пурăнас тĕллевпе туса хунине халĕ ĕнтĕ виççĕпе вĕренекен шкульник те пĕлет. Нивушлĕ А.Тарасов чăваш çыравçисене пĕр пĕрлĕхе хăваласа кÿртнипех чăваш литературине çÿллĕрех шая çĕклеме пулать тесе ĕненет?

Çакăнпа пĕрлех автор ĕçтешĕсене патшалăх ертÿлĕхĕ тумаллисемшĕн çеç мар, самана таппишĕн те айăпласшăн: «Хăш-пĕрисен кĕнекисем мĕнле ярса панă çаплипех çÿлĕксем çинче купаланса тăраççĕ пулсан, вулаканăн мĕнле интерес авторĕпе тĕл пулма?» (вулавăш ĕçченĕн шухăшĕ). Каллех автор чăннине калам пек тăвать, каласа пĕтермест, халăхăн пăтранчăк шухăшлавне тăрăлтарасшăн мар, ахăр.

Каласан, çаксене каламаллах-çке. Пĕрремĕшĕнчен, интернет саманинче кĕнеке халлĕн вулакан сахалланни – тĕнче инкекĕ. «Наци политики» тăвайман Чăваш Ен çак юхăма хирĕç мĕнле политикă тытса пырать? Тен, республикă халăхĕн чĕрĕкĕ е пĕрре виççĕмĕш вăйпитти пайĕ инçетре «шапашкăра» çÿренипе вĕсен кĕнеке вулама вăхăчĕ çук? Иккĕмĕшĕнчен, çыравçăсен «союзĕсем» мĕнле майпа-ха çав «кĕнекисем… çÿлĕксем çинче купаланса тăракан»  çыравçăсене «союзăн… «ар органне» илсе тултарнă? Виççĕмĕшĕнчен, кĕнеке çыраканпа çаптаракан ĕçĕн пахалăхне пасар саманинче епле, кам сăнаса тăмалла? Чăваш патшалăх кĕнеке издательстви çав «халăх вуламан» кĕнекесене мĕншĕн халăх укçипе çаптарса тултарнă? Тăваттăмĕшĕнчен, вулавăшсем çынсем вуламан кĕнекене халăх укçипе мĕншĕн туянаççĕ? Пиллĕкмĕшĕнчен, калăпăр, ялти вулакан пĕр-пĕр кĕнекене çÿлĕк çинчен илсе вулама кăмăл туманни вăл яланах кĕнеки япăххине пĕлтерет-ши? Вулаканĕн шайĕ мĕнлерех-ши? Ун шайне хăпартасшăн çав вулавăшçă мĕн те пулин тăвать-ши? Улттăмĕшĕнчен, тен, чăваш литературишĕн чăннипех пăшăрханакан вулаканăн шăпах начар кĕнеке авторĕпе тĕл пулма интерес пулмалла – çыравçăна каламаллине куçран кала, тен, шăпах çакă пулĕ те малашлăхшăн усăллă «чăнлăх саманчĕ»?  Çиччĕмĕшĕнчен, саккăрмĕшĕнчен, тăххăрмĕшĕнчен…

Вулавăш ĕçченĕсене, сахал пулсан та, кĕнекене пропагандăланăшăн патшалăх ĕç укçи тÿлет. Тÿлевсĕр ĕçлекен çыравçă ĕçне тиркеме канас. Вулавăшçăсем хăйсем мĕн ĕçленине епле хакламалла? Чылай çĕрте вĕсем суйлав вăхăтĕнчи влаç партийĕн тÿлевсĕр, анчах штатри агитаторĕсем кăна вĕт, вулавăшсенчи çынсене «кĕнеке панин» формулярĕсене вара шăкăрин суян çырса тултараççĕ. Формулярсем – чи ăста «фантази кĕнекисем»! Çав «статистикăна» пула «чи вулакан çĕршыв» тесе мухтанатпăр, хамăрăн аталану-ăнлав шайĕ вара «виççĕмĕш» ретри çĕршывсен халăхĕсеннинчен те каярах. Вулавăшсенче ĕçлекенсем вăтамран та аяларах шайри миçе çыравçă кĕнекине çапла майпа чуххăммăн «Чи нумай вуланă кĕнеке» туман-ши тата?

Тепĕр инкек те пур. Вулавăш ĕçченĕсем те, çыравçă пекех, халăха çутталла туртмалла, - кĕнекесĕр пуçне, хăйсен кулленхи тĕслĕхĕпе. Анчах та ялти тата хулари «интеллигенци», хăй влаçпа политикă (суйлав) ыйтăвĕнче çапла таса мар хăтланса, ман шутпа, ытти халăха калама çук тÿнтер витĕм кÿрет, халăха чунне сутма вĕрентет. Кайран вара А.Тарасов пек шуйханнă çыравçăсем вулавăшçăсем хушшинче темле таса «наци политикин» тата литературин хаклав калăпне шыраса çÿресе хăшкăлаççĕ. Шанса тăнă кайăк йăвара пулманла, вулавăшçăсемех шыракана йăнăш çулпа чуптараççĕ пулса тухать…

Ман шутпа, асăннă статья авторĕ А.Тарасов çыравçăсен ĕç-хĕлне пырса тивекен çак никĕс ыйтусенчен ятарласа пăрăнса кайнă пек туйăнать. Вĕсене патшалăх ертÿлĕхĕ умне лартмасть. Асăрхăр: патшалăх ертÿлĕхĕнче тăшманлăх шырама ыйтмастăп, çапах та чи ыратакан ыйтусене çине тăрса хускатмаллине асилтеретĕп. Мĕншĕн тесен, патшалăхăмăр – хамăрăн, халăхăн. Вĕсенчен ыйтмасан, камран ыйтмалла? Çакна тÿрре кăлараканнисем – мăнасаттесемех: йĕмен ачана чĕчĕ памаççĕ.

Анчах мĕншĕн «йĕмелле-ха»? А.Тарасова «йĕрмештерекен» тема, ман шутпа, чи юлашкинчен тăмалла.

Чи кирли – патшалăха çыравçă ĕçне професси пек хаклаттарасси. Халĕ вĕт кулса вилмелле: йывăçран - хут, тимĕртен - пичет машинки е компьютер тăваканнин, çыравçă алçырăвне пичет машинккипе (компьютерпа) çапса параканнин ĕçне патшалăх професси пек йышăнать. Типографире çырăва юсасси – професси, пичетлесе кĕнеке халне çитересси – професси. Кĕнекине складра хуралласси – професси, машина çине тиесси – професси, лавккана машинапа турттарасси – професси,  лавккара сутасси – професси. Вулавăшра кĕнекене çынсене вулама парасси – професси, ăна тĕпчев институтĕнче е хаçатра хакласси – професси, шкулта литература вĕрентесси – професси, çырнă сăвва-çырăва сцена çинчен вуласси, юрласси, спектакльте сăнарласа парасси – професси… Çĕтсе кăларса пăрахнă кĕнекене çÿп шăтăкĕнчен пуçтарасси те – професси!

Тĕнче, ак, çаврăнса та çитрĕ – çап-çаврака. Анчах çыравçă валли пĕр кĕтес те çук.

Калаçтаракан статья авторĕ А.Тарасов та çакна пулах профессипе çыравçă мар, журналист çеç. Ку аван теме ан васкăр. Журналист пулса ĕç стажĕ пухма журналистра ĕçлемелле. Ĕçлеççĕ те. Хам пĕлнипе, «Комунизм ялавĕ», «Хыпар» хаçатсенче ĕçленĕ Аркадий Казанов, Леонтий Алексеев, Александр Аслут, Иван Матросов, Петр Сидоров-Лаштай, Алексей Леонтьев… журналистсем тухăçлă ĕçлекен çыравçăсем шутланнă. Чăваш вулаканĕсем çак çыравçăсем «профессионала» тухнăшăн савăнмалăх темелле…  Кунĕпе ĕç вырăнĕнче калав çырса ларакан редактор кăларакан чăвашла хаçат вулаканĕсем вара савăнаççĕ-ши? Хаçатне саваласа-якатса çитерейнĕ-и «профессионал-писатель»? Калав çырса е куçарса ывăнса çитнĕ редакторăн хаçатне лайăхлатса пыма вăйĕ, вăхăчĕ, пултарулăхĕ юлнă-и? Политикă тата çĕршыв конъюнктурине кура, хаçатра Путинпа Игнатьева кăна каçса кайсах мухтамалла пулсан та, çакна талантлă, «профессионаллă» тумалла вĕт-ха!

Хам хăш-пĕрисене тахçанах çын вырăнне картма пăрахнă пулин те, халăхра: «Профессионализм енĕпе Леонтьев «Хыпарĕ» «Советская Чувашия» хаçат шайне çитеймест», - тенине илтсен, ман чун савăнмастчĕ, ыратмаллипех ырататчĕ… Çав вăхăтрах А.Леонтьев редактор хăйĕн А.Грин кĕнекисен чăвашла нумай томлă куçарăвĕшĕн чутах патшалăх премине илетчĕ! Хаçачĕн тиражĕ, пахалăхĕ чакать, тĕп редактор вара… лауреат-писателе тухса пырать!

Танлаштарма: çÿлерех асăннă Геннадий Айхи сăвăçăмăр нумай çул литературă ĕçĕпе çеç пурăннă. Парижри кĕнеке издательстви ахальтен мар пуль «Абсолютлă сăвăçсем» ярăма Айхи кĕнекипе вĕçленĕ…

Журналистсен çыравçă пулас тĕллевпе патшалăха çапла «улталама» майĕ пур тейĕпĕр. Çыравçă-вĕрентекенĕн урокра çырса лармалла-и? Полицейскин – хуралта? Сутуçăн – лавккара? Каламасăрах паллă, е путлĕ вĕрентекен, полици, менеджер… пулмасть, е путлĕ литературă пулмасть.

Ку ниепле те йĕркеллĕ япала марри куçкĕрет. Чи малтанах çакă çыравçă ĕçне, мĕн çырнине йÿнетсех ярать. Паллах, ун пек чухне кĕнекесем пушшех сутăнмаççĕ, вуланмаççĕ.

Тÿрех йышăнмалла, ыйтăвĕ кăткăс. Совет саманинче çакна çыравçăсен пĕрлĕхĕсем урлă туса пынă – пĕрлĕх пайташĕн ĕç стажĕ пынă, пĕр кĕнеке гонорарĕпе çулталăк е темиçе çул пурăнма пултарнă, ытти пулăшу пулнă: хваттер, кану çурчĕ, санатори, пултарулăх çурчĕ, командировкăна кайма – çул укçи тата ытти те…  Капитализм саманинче вара кам тивĕçлĕ профессипе çыравçă ята илме? Çыравçăсен пĕрлĕхĕсем ĕлĕк те пĕрлĕхе такама та илсе тултарнă, халь вара – пушшех! Ĕлĕк çыравçăсене парти идеологийĕ тата кункăрашăн ăмăрту кăштах вĕтĕ алапа алланă. Халь вара нимĕнле фильтр та çук. Юмах каланă асаннÿне те чăвашсен чи ăста çыравçи тесе калама пултаран, арăмна та, ачусемпе мăнукусене те. Питне кĕççе çĕле те - яра пар!

Çавăнпа та çыравçăсен паянхи пĕрлĕхĕсен «пайташлăхĕпе» çыравçă пултарулăхĕн шайне хаклама кăна мар, вăл чăннипех çыравçă е çыравçă маррине те тупса палăртма май çук. «Пайташлăха» кура кашнине патшалăх енчен «профессионал-çыравçă» тесе йышăнма вуçех те май çук. Чăннипех суйласа илес тесен, патшалăх та хутшăнакан сумлă комисси, никама пăхăнман ăста хаклавçăсем кирлĕ, çыравçăна çеç мар, вĕсене те ĕçшĕн тÿлев кирлĕ, ĕç стажĕ кирлĕ, пенси кирлĕ… Çитменнине, комиссисене, хаклавçăсене епле майпа таса чунлăн ĕçлеттермелле?

Татса пама май çук пекех ыйтусем. Анчах çакна пĕрех такамăн татса памалла-çке! Ан тив, чăвашăн саккунлă 10 çыравçă пултăр (ку шут хисепĕ -А.Тарасов чамаланипе), анчах çакна ĕçĕпе тивĕçтĕр. Нивушлĕ пирĕн çакăн пек мухтавлă халăхăмăр тата патшалăхăмăр çакна татса пама ăс-тăн çитереймест? Пĕтĕм тĕнчене пурăнма вĕрентесшĕн вĕткеленсе çÿретпĕр вĕт-ха эпир, хамăр вара çакна тăваймастпăр-и?

Вăт çак ыйтăва Чăваш Республикинче цивилизаци шайĕнче татса пама тăн çитерсен, ыттисем пурте пире пăхса «сĕлеке юхтарнă» пулĕччĕç.

А.Тарасов кулянакан-ĕмĕтленекен вариант вара вăл авторитарлă тытăм валли çех: патшалăх аллинчи «пĕр» пĕрлĕхе çÿлтен кама илме хушаççĕ – илмелле пулса тухать, пуçлăхсем кама звани парас теççĕ – параççĕ, кама грант парас теççĕ – параççĕ, кама 8 миллионпа ыр кăтартас теççĕ – çавна ыр куртараççĕ, çавăн кĕнекисене çеç пичетлеççĕ тата ытти те, тата ытти те. Кăна эпир совет çулĕсенче курса тăраннă (шел, халь те тăсăлать-ха). Унта çыравçăсен пĕрлĕхĕ пĕрре çеç пулни, çынсем – патшалăх машинин «винтикĕ», çыравçăсем вара çав машинăн «винтикне» юсакан «чун инженерĕсем» пулни кирлĕ. Сăмах ирĕклĕхĕ, пултарулăх ирĕклĕхĕ, тĕрлĕшухăшлăх валли унта вырăн çук. Унта сăмах ăстин сăмахĕ мар, хаклавçă сăмахĕ мар, влаçри парти, влаçри пуçлăх, влаçри чиновник сăмахĕ малта пулать. Хаклавçăн яваплăх пулмалла, пуçлăхăн, влаçра ларнă чух, нимле яваплăх та çук. Пуçлăхсене кайран та суд тумаççĕ Раççейре.

Паллах, паян урхамах утланнă çыравçă шутланакан А.Тарасов чăваш литературинче хăй сĕнекен «Тутарстанри-Пушкăртстанри» евĕр йĕрке пулсан кĕрекене лартнă кукăлĕн самай пысăк татăкĕ хăйне тивесси пирки иккĕленмест. Мĕншĕн тесен, малти ретре тăрать имĕш. «Классик» иккен. Ыттисем вара? Анчах та, ман шутпа, чăваш халăхне пĕр пайăр çыравçăна тăрантарасси мар, пĕтĕм чăваш литературине паянхи цивилизаци шайĕнче ĕçлеме май паракан тытăм туса хурасси пăшăрхантармалла. Халăх мĕн шая аталанса çитни çавăнта та курăнать ĕнтĕ.

Сăмах май, кăçал çулла эпĕ А.Тарасовăн калаçтаракан çак çырăвĕнчи евĕр ыйтусене «Салам» хаçатра ««Нарспи» поэмăна кам çырнă: Кĕçтенттин Иванов (Кашкăр) е Турхан Яккăвĕ?» хайлавра хускатнăччĕ. Ăслай тата журналистика тĕпчевĕнче культура шайĕ çак тĕпчев темипе уйрăмах çывăх вăхăтра пулнă ĕçсене асăнма, унти пĕтĕмлетÿсене ырлама е сирме ыйтать. Диалог ыйтать. Çав темăна санран маларах хускатнă кăларăма, ĕçтеше, ун шухăшĕпе килĕшмесен те, - хисеп (чысăм çиттĕр!). Шел, А.Тарасов журналистикăн çак сăваплă этикине пăснă. Эп кÿренместĕп, журналистикă ÿпкелешет.

Асăннă çырăва эпĕ те, А.Тарасов пекех, чăваш литературин малашлăхĕшĕн пăшăрханса çырнăччĕ: «Чăваш Республикин влаçĕсем «литературă çулталăкĕнче»  чи малтан тумаллисем пур: ЧР Патшалăх премине К.В.Иванов ятне тавăрмалла. Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремрен пуйнисĕр пуçне нимпе те палăрманнисен палăкне илсе пемелле - К.В.Иванов палăкĕпе юнашар ята ярса ан тăччăр […] Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче литература тĕпчевçисен шутне палăрмаллах ÿстермелле – вĕсен хушшинче Евгений Турхан гипотези (ăнлантарам - «Нарспи»  поэмăна чăнласа кам çырни пирки. – Илле.) евĕррисене тĕпчекен текстологсем те пулччăр. Халлĕхе литературăпа фольклор специалисчĕсен чăваш литературин авалне тата паянне (пушшех те!) тĕпчеме хал та çитмест, пурте 50 томлă фольклор пуххипе лараççĕ».

Хам çырура аслă ăрури çыравçăсене ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнмалла тăвас ĕçри кăлтăк-сăлтăка та пайăррăн асăннăччĕ. Нивушлĕ çак ыйтусене А.Тарасов литературăшăн пĕлтерĕшлисен шутĕнче курмасть? Союз «пĕрре» çех пулнă çулсенче шăпах «наци политикишĕн» тăнăшăн Митта Ваçлейĕсене Çĕпĕре пуç янă, Çемен Элкерсене парти выговорĕсем панă чухне А.Тарасов паян ĕметленнĕ евĕр пĕрлĕхлĕ «союз» сас паманни – иртнĕ кунăн çути тейĕпĕр. Анчах чи кулянтараканни - пирĕн паянхи «союзсем» çавăн евĕр кăлтăк-сăлтăка мĕншĕн курмаççĕ те, илтмеççĕ те, сас та памаççĕ? Маншăн вара парти выговорĕпе тупăка кĕрсе выртнă Çемен Элкерĕн хула варринчи асăну хăмине ытти пĕлтерÿсемпе ПАЯН хупласа хуни, çĕнĕ капиталистсем çурта юсанă чухне пĕрремĕш чăваш халăх сăвăçин Николай Полоруссов-Шелепин асăну хăмине айккинчен ПАЯН ката-ката пĕтерни чăваш тĕнчин никĕсне аркатнипе пĕр тан, официаллă пĕлтернĕ «литературă çулталăкĕ» ячĕшĕн пропаганда пулнине çирĕплетекен курăмлă тĕслĕх. Çулăм чĕреллĕ чăваш çыравçисем çакна курманни мĕн аванни вара?

Митта хунти (фончĕ) пуçарнипе, эпир çуллен пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче – Митта çуралнă кун, çĕртмен 10-мĕшĕнче – вилнĕ кун, раштавăн 18-мĕшĕнче – Миттана 1937 çулта тытса кайнă кун Шупашкарти К.Мракс урамĕнчи 26-мĕш çурт çинчи асăну хăми умне, чылай чухне – Аслă Арапуçĕнчи сăвăçăмăрăн вил тăпри çине те, чĕрĕ чечексемпе пуç таятпăр. Чăваш Республикинчи А.Тарасов картакан виçĕ «союзри» виççĕр «членран» виççĕшĕ пыраççĕ пуль пуç тайма, унтан ытла мар. Мĕн ку? Паллах, çыравçăсен чунсăрлăхĕ. Чунсăрсем вара робот çеç пулаяççĕ, чăн çыравçă мар.

Акă мĕн тенĕ кун пирки Андрей Платонов паллă çыравçă 1945 çулта (Платонов çинчен вăрттăн хыпарлавçă пĕлтернинчен):

«За что вы все меня преследуете? - восклицал Платонов, - вы, вы все? Товарищи, я знаю, преследуют из зависти. Редакторы - из трусости […] А ЦК за что меня преследует? […] Тоже это ваше Политбюро! Роботы ему нужны, а не живые люди, роботы, которые и говорят, и движутся при помощи электричества. И думают при помощи электричества. Политбюро нажмет кнопочку, и все сто восемьдесят миллионов роботов враз заговорят, как секретари райкомов. Нажмут кнопочку - и все пятьсот, или сколько там их есть, писателей, враз запишут, как горбатовы». Он вдруг закричал: «Не буду холопом! Не хочу быть холопом!» (РФ ПХХ (ФСБ) тĕп архивĕ. Интернетри хыпарсенчен).

Хамăн çав «Нарспи» пирки çырура çĕкленĕ ыйтусем капла та хивререн, эпĕ ятарласах темиçе ыйтăва хускатмасăр хăварнăччĕ, каярах таврăнма шутланăччĕ. Анчах та ытарайми ирĕклĕ «Салам» (Владислав Николаев) тăкаксене чăтаймарĕ, тухма пăрахрĕ (ирĕклĕ, хăнăхнинчен урăхла, влаçа çывăххисем калани çумне альтернативăллă сăмах кирлине ăнланайман, хаçата çырăнса тĕрев парайман вулавçăсен çылăхĕ пирки тепĕр чух уйрăммăн калаçмалла, анчах ку та халăха çутта кăларассипех çыхăннă).

Хускатма палăртса хунисенчен «вакраххи» – Шупашкарта тата Патăрьел районĕнче Митта Ваçлейĕн палăкĕсене лартасси. ЧР правительствипе Патăрьел район администрацийĕ çакна тума... 1998 çултах йышăннă! Иртнĕ ĕмĕртех! Çакна тума литература çулталăкĕнчен мелли хăçан пултăр? Хăй пурнăçĕнче 3 хут репрессие лекнĕ, асап тÿснĕ çыннăмăра çаплипех чăннипе реабилитацилейместпĕр. Ăна çеç-им? Миттана лартнă палăк патшалăх айăпсăртан айăпланисене пурне те лартнă палăк, патшалăх хăй халăхне айăпсăртан пусмăрланăшăн ÿкĕнÿн, каçару ыйтнин символĕ, тĕрĕслĕх пĕрех çĕнтернин вилĕмсĕр палли пулĕччĕ.

Тен, шăпах çавăнпа Миттана палăк лартмаççĕ? Апла, хура вăйсем ÿкĕнмеççĕ, каçару ыйтмаççĕ, тĕрĕслĕхе çĕнтерттермеççĕ? Айăпсăртан айапланисене мантарасшăн? Патшалăх нихçан та бандитла хăтланман тесшĕн? Патшалăх ертÿçисем ялан «шап-шурă та кăпăшкаскерсем» пулнă тесшĕн?

Ун вырăнне Шупашкарта такама та палăк лартса тултарчĕç: Василий Николаев чăваш олигарха, Никола Тесла ют çĕршыв ăсчахне, Шупашкара килсе те курман Крылов академике тата ыттине те...

Чăннипе те сумлă Крылов академик палăкне ма Пăрачкавра лартас марччĕ? Мĕншĕн Пăрачкава аталантармалла мар, цивилизацилентермелле мар? Шăпах çав тĕллевпе тутарсем район центрĕсенче те – Пăвара, тата ытти çĕрте – театр уçни çинчен çÿлерех асăнтăм.

Тата тепĕр самант та пур кунта. Патшалăхăн «хапхи» шутланакан вокзал, аэропорт таврашне, çутçанталăк хитрелĕхне тата «аслурам» пулнине кура – юханшыв портĕнче пушшех те, çак патшалăхăн, халăхăн символĕ пулса тăракан сăнарсен палăкĕсене лартаççĕ. Ку вăл – аксиома. Темле хисепе тивĕçлĕ ăсчах пулсан та, Крылов академик чăваш патшалăхĕпе чăваш халăхĕн символĕ, Шупашкар хулин символĕ пулма пултараймасть. Атăл хĕрринче вырнаçнă пулин те, Шупашкар ниепле те карап тăвассин символĕ мар – кунта нихçан та карап туман, тинĕсĕн мар, юханшыв ишевĕн шкулĕ те пулман. Апла-тăк, Шупашкарти юханшыв портне Крылов академик палăкне мар, пач урăх сăнар лартмаллаччĕ. Крылов – ученăй, ансат каласан, тимĕртен тунă карапсен магнитлăхне пĕтерсе, магнитлă минăсенчен çăлакан меслетпе чапа тухнăскер. Ун палăкĕ, апла-тăк, университетсен техникă факультечĕсен умĕнче вырăнлăрахчĕ. Е пĕр-пĕр завод умĕнче. Халь вара çак чăваш халăхĕпе ним чухлĕ те çыхăнман ăсчаха Шупашкар, Чăваш Ен символĕ туса хучĕç. Чăваша вырăслатса янин палли пултăр теççĕ-ши?

Хальхи саманан тепĕр курăмлă палли тесе, ахăр, Çеçпĕл ĕмĕчĕпе чăвашлăхăн вутлă варри пулмалли Шупашкар варринче... Остап Сулейман Берта Мария Бендерпа Киса Воробьянинов ултавçă-мошенниксене (литература геройĕсем пулин те) чаплă палăк лартрĕç... Чăваш литературинчи пĕр сăнара та халиччен чăн палăк лартман-ха!

Çаксем темшĕн «чун инженерне» А.Тарасова «литературă çулталăкĕнче» те пулин пĕлтерĕшлĕ пек туйăнмаççĕ пулас. Вăл хăй те çамрăкран хĕсĕрлев мĕнне пĕлсе çитĕннĕ çын пулин те, ун чухнехи туйăмĕсене «Сутнă пÿртри юлашки каç» калавĕнче ытлаванах уçса пама пултарнă пулин те. Çын выççа чăтать, мăнтăра чăтаймасть тетчĕç эп пĕлекен ватăсем...

Хускатмаллиех ыйтусенчен чи хиври те пур –  «Чăваш халăх поэчĕ», «Чăваш халăх писателĕ» ятсене çине тăрсах пăрахăçламалла!

Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен вĕсем литературăна тĕрĕс хаклавран пăрса яраççĕ, çыравçăсене тĕрлĕ шайри çÿлĕксем тăрăх искусствăллă майпа вырнаçтарса тухаççĕ, мĕншĕн тесен пуçлăхсем çав ятсене ытларах чуххăммăн параççĕ, çав ятсем – чылай чухне коррупци палли, влаçпа йăпăлтисен çыхлашăвĕн уçă тĕслĕхĕ пулса тăраççĕ. Ĕлĕк те колхозсенче ытларах кам колхоз председательне çывăх, заводсенче – кам директора çывăх çынсене çеç орден-медаль панă, культурăра та çав пулнă. Совет влаçĕ арканчĕ, йăли – юлчĕ.  Акă, совет влаçне аркатнăшăн шутсăр каппайчăк Николай Федоров ЧР Президенчĕ пулнă вăхăтра, хăй еккине чараймасăр, чăваш литературинче совет йăлинех чĕртсе тăратрĕ: Энтип Ваççи, Николай Петровский-Теветкел, Петĕр Эйзин, Петĕр Яккусен, Любовь Мартьянова сумлă сăвăçсем урлă сиксех, А.Тарасовăн çывăх юлташне Валерий Тургая - виççĕмĕш ретри сăвăçа - тивĕçсĕр çĕртенех вышкайсăр чысларĕ. Нивушлĕ çакă чăваш литературине аталантарма пулăшрĕ?

Чăваш Республикинчи писательсен  «Хурăнташ» пĕрлĕхĕнче тăракан, теçеткене яхăн кĕнеке çырнă, РФ çыравçăсен пĕрлĕхĕн «Малая Родина» парнине, нумай хутчен пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче парнесене тивĕçнĕ Юрий Сана вара «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят та памарĕç! Çав вăхăтрах, каçарăр та, пултарулăхĕпе ун çывăхне те пырайман миçе çыравçă, миçе артист пекки, миçĕ «культработник» пекки çăмăллăнах çав ятсене илчĕ. Мĕнпе юраççĕ – ăнланма пулать, параканнисем мĕнле хăяççĕ çапла тума - калама та пĕлмелле мар.

Маларах унăн чăннипех талантлă «Упи каçман çырминчен» проза романне ЧР Патшалăх премине памарĕç (вăл, тавах турра, Митта Ваçлейĕн премине тивĕçрĕ). Йывăçран йăпанмалăх темтепĕр касса тăвакана (хаклама та ăна «наивное искусство» теççĕ) патшалăх премийĕ параççĕ, кирпĕчрен сулмаклă роман çыракана – çук. Танлаштарма: ку вăл патшалăх премине Лев Толстоя памасăр йывăçран «матрёшка» ăсталакана панă пекех-çке! Толстой вăхăтĕнче каскалакан ăстасем вара паянхисенчен чылай ирттернĕ. Анчах ун чухне романпа тетте уйрăмлăхне ăнланнă пулмалла. Хальхисем – ăнланмаççĕ.

Тĕрĕссипе, патшалăх премийĕсене парас самай сумлă йĕрке комиссире пĕр улшăнми хуçаланакан «искусстоведсемпе» вĕсен хÿрешкисене пула çапла пăсăлса кайрĕ. Вĕсем кăна тем те пĕлеççĕ, вĕсем кăна хаклама пултараççĕ иккен. Малтан Василий Николаев олигархăн пенсире йăпанмалла тунă кĕнекисене, унта наукăна пач хирĕçлекен япаласем пур çинчех, те «янташлăха» пула, те олигархăн укçа енчĕкне кура, тухмассерен патшалăх премийĕ пама пуçларĕç. Унтан – ватлăхра йăпанса пукане каскалакансене...

Кунта манăн А.Тарасов çыравçă хутне те кĕрес килет. Мăнкăмăллăх чирĕ ернĕ Валерий Яковлев режиссер тата Ко... Раççей патшалăх премине тивĕçрĕç. Анчах ман мухтас тата мухтанас килмест. Ÿнер вăл çынна ырăрах тумалла-çке, çак спектакль вара режиссера та, ЧР культурă министрне те ырăлатайман! Çак вăййа лартнă режиссер, артистсем, кĕввине çырнă композитор... РФ Президенчĕн аллинчен патшалăх премине илчĕç. Анчах çав йышра... пьесине çыракан А.Тарасов пулмарĕ! Пьеси пулмасан, режиссерĕ спектакль те лартайман пулĕччĕ, артисчĕсем сăнар калăплайман пулĕччĕç, композиторĕ ятарлă кĕвĕ хывайман пулĕччĕ... Урăхла каласан, иккĕмĕшле пултарулăх кăтартнă çынсем патшалăхăн чи аслă премине илчĕç, çакăн çăлкуçĕн авторĕ – çук.

Мĕнле чăтса иртттерчĕ çак мăшкăла А.Тарасов, мĕнпе çураçтарчĕç, мĕнпе йăпатрĕç ăна – нимĕн те калаймастăп. Анчах та чысĕ пур Борис Чиндыков хăйĕнчен çав режиссерах «Урасмет» лартнă чухне мăшкăлланăранпа çав режиссер патне - вăл унта патша пек саркаланса хуçаланнă чухне, апла-тăк, çав театра та - ура та ярса пусмасть. Çыравçăн чысĕ малашне те спектакль ларттарса илнĕ гонорартан çÿллĕрех пулни ĕнтĕ ку.

Танлаштарма: А.Хмытăн Афган вăрçи темипе çырнă пьесипе лартнă спектакле «Афганистан ветеранĕсем», сĕмсĕррĕн сĕкĕнсе, - «паттăр салтаксене» ытла патриотлах сăнарламан имĕш - тĕпрен улăштарттарчĕç, автор шучĕпе, юлашки-трешкки кăна тăрса юлнă. Анчах автор спектакле чарса лартма хăват çитереймерĕ. Автор хăй те Афган вучĕпе пиçĕхнĕ пулин те...

Унччен те тахçан Александр Васильев композитора тата Морис Яклашкин дирижера кĕрхи ораторишĕн ЧР патшалăх премине илме тăратнăччĕ, анчах та сăввисене çырнă Венера Большовăна... манса хăварнă. Сăвăç тата хитре хĕрарăм композитора тата дирижера хавхалантарман та тейĕн. Вара премие А.Васильевпа М.Яклашкин тепĕр çул урăх хайлавшăн илчĕç, мĕскĕн сăвăç сумлă преми тытса кураймарĕ. Ĕçтеше режиссерсем анчах мар сутма пултараççĕ иккен...

Каланă каланах, тепĕр чухне çыравçăсем те ытти пултарулăх çыннисене сума суманни пулман мар. Акă, темиçе çул каялла Чăваш çамрăкĕсен театрĕн ушкăнне Чăваш патшалăх премине пачĕç: режиссер, автор, тата такам... Пĕр артист та çук! Ăста вылякан артист пулман чухне, апла, спектаклĕ те патшалăх премине тивĕçмелли шайра пулман ĕнтĕ. Пьесăшăн панă пулсан, авторĕ çеç пулмалла. Спектакльшăн пулсан, парне илекенсем хушшинче артистсем çукки тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерет. Мĕншĕн, мĕнпе илнĕ – «пултарулăх» вăрттăнлăхĕ, паллах...

А.Тарасова çак статьяра хускатнă хăшпĕр çивĕч ыйтушăн тав тумалли те пур: «Профессионал шутланакан Писательсен союзĕнчех, акă, пилĕк çул хушшинче пуху пĕртен пĕрре хальхи ертÿçĕ шутланакан Сергей Павлова (Вэскер) суйланă чухне пулнă» (çырури пекех илсе кăтартатăп. – Илле.). Уставра 5 çулта пĕр пуху çеç ирттермеллине çырса хуман ахăр, унсăрăн А.Тарасов ÿпкелешес çукчĕ. Çыравçă тĕрĕссине калать пулсан, кунта шăпах ĕнтĕ А.Тарасов тăван патшалăха кăлăхах шаннине çирĕплетÿ: «обществăлла» статуслă» пĕрлешÿсене РФ Юстици министрлăхĕн Чăваш патшалăхĕнчи ертÿлехĕ çырса шута илет тата вĕсем устава тата саккунсене пăхăнса ĕçленине сăнаса тăрать. Куратпăр: сурса хунă, сăнаса тăмасть. Çак хушăра «профессионал писательсен» пĕрлешĕвне тахçанах тÿрев йышăнăвĕпе хупса хумалла пулнă, анчах хаяр министрсем влаçа çывăххисен çылăхне пач та асăрхамаççĕ. Ячĕпех ирĕклĕ туйăмлă «Ирĕклĕх» ушкăна, ав, Чăваш Енре çырса шута илмесĕр мăшкăллаççĕ.

Ку темех мар, вак-тĕвек çеç тесе аллăра ан сулăр. Саккуна пăсса тунă кашни ĕçĕнни пекех, çакăн та витĕмлĕрех тăсăмĕ пур. Çак саккунсăр ĕçлесе пурăннă хушăра «профессионал писательсен» пĕрлешĕвĕ хисеплĕ ятсем, премисем илме, унталла-кунталла укçасем юхтарма пичет çапса хатĕрленĕ миçе ĕçлĕ хут суя пулса тухнă, эппин! Çав суя хутсемпе такам тивĕçсĕррисемех мĕн чуль ырлăх-пурлăх курнă, патшалахăн шутлă укçине салатнă пуль. Вĕсене кам каялла тăвĕ? Суя ĕçлĕ хут тунăшăн вара пуçиле енĕпе явап тыттармалла. Тыттармаççĕ, паллах – «хамăрьялсем» вĕт-ха... Рим империйĕ те, Раççей империйĕ те (малтанхи), СССР империйĕ те çавна пулах арканнă.

...Урăхла каласан, А.Тарасовпа ун евĕр шутлакансен пуçа кăтăрт-кăтăрт хыçмалăх пур: е, пултарулăх ирĕклĕхĕн рыцарĕсем пек (тавах Турра, чăвашсен те пур ун пеккисем), патшалăхпа тан калаçмалла, патшалăх умĕнче чураланма пăрахмалла. Анчах ун пек чухне вуншар çул ĕçсĕр те выçăллă-тутăллă пурăнма тивĕ, кĕнекÿсене те хăв шутупа кăларма тивĕ, патшалăх издательстви кăларса парса гонорар пекки тÿлес çук. Е...

Чылай çыравçă иккĕмĕш «е»-не суйласа илесрен кулянмастăн-и эсĕ, хисеплĕ вулаканăм? Акă мĕн кулянтармалла пире, чăваш халăхне малашне те аталанакан тата ыттисемпе тан, федераци йышĕнче автономи шайĕпе пулсан та, хăйĕн патшалăхĕ пур наци пек курма ăнтăлакансене!

Кăçал литературă енĕпе тĕнчери чи сумлă Нобель парнине тивĕçнĕ, Шурă Руçра пурăнакан Светлана Алексиевич нумаях пулмасть Варшавăри пĕр тĕлпулура калани кашни чăваш çыравçине пырса тивмеллех:

«Мана ялан çакă тĕлĕнтерет: Литвара иртсе пынă чухне чарăнатăн та çынсемпе калаçма пуçлатăн, вĕсем туххăмрах политикă калаçăвне явăçаççĕ – ирĕклĕх çинчен, ăс-тăнпа йышăнмалли япаласем çинчен. Пирĕн ялсенче вара арçынсем калаççĕ: мĕнле ирĕклĕх кирлĕ, пурте йăлтах пур, хăшĕ кирлĕ – çав кăлпасси пур, хашĕ кирлĕ – çав шур эрех пур. Анчах мĕнле те пулин калаçу пуçарма тăрсан, сан çине ют планетăран персе аннă çын çине пăхнă пек пăхма пуçлаççĕ.

Анчах та эпĕ хама та, тусăмсене те калатăп – шанчăка çухатмалла мар. Халăха çутта кăларассипе ĕçлемелле тата ку енĕпе питĕ нумай ĕçлемелле. Ку халăх хамăрăн, урăххи çук».

Ман шутпа, кункăра ыйтăвĕ мар – çÿлерех асăннă е асăнайман ытти çивĕч ыйтусем чăваш литературине аталантарушăн калама çук пĕлтерĕшлисем. Çак ыйтусене хускатмалла тата татса памалла. Вара, тен, чăваш çыравçисене тутарсенни-пушкăртсенни пекех сум таврăнĕ.

Чи малтан – «вĕсен наци политики пуррине» ăнланнă кашни чăваш «писательсен союзĕсенчен» тухса, Чăваш çыравçисен ирĕклĕ пĕрлĕхне кĕмелле (кунта эпĕ пайăррăн ÇИП пирки мар, пĕтĕмĕшле ăнлав пирки калатăп). Вăл вара чăваш çыравçисемшĕн чăннипе те пĕртен-пĕр пĕрлĕх пуласси пирки иккĕленÿ çук.

2015 çулхи чÿкĕн 20-мĕшĕ.

1 Чăваш çыравçи Валери Туркай 2015 çулхи раштавра Мускавра тухса тăракан «Литературная газета» хаçатра пичетленĕ шухăшĕнче, ÇИПе асăнмасăр, чăваш çыравçисен 4 пĕрлĕх пулнине çирĕплетет. Анчах  вăл пирĕн «классификацие» тĕпрен улăштармасть, мĕншĕн тесен В.Туркай Юхма Мишши икĕ пĕрлĕх ертсе пырать тесе ĕнентерет.

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать