Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
03.06.2015   17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Нумаях пулмасть "Тарай" ушкăн пире "Шурă юр ăшшине" ятлă çĕнĕ юррипе савăнтарчĕ. Юрӑ сӑмахĕсен авторĕ чăваш культурин паллă ĕçченĕ, режиссер тата сăвăç Иосиф Трер. Кĕввине "Тарай" çырнă. Ҫак юрă çинчен "Ирĕклĕ Сӑмах" "Тарай" ушкăнăн ертӳҫинчен Айтартан (Александӑр Айтаровран) тӗплӗнрех ыйтса пӗлчӗ.

И. С. – Эсир Чӑваш Енрен аякра пуранатăр пулин те чăвашла юрӑсем хыватăр, чăвашла юрлатăр. Чӑваш юррисем кӗвӗлеме мĕн хистет сире?

А. – Чăваш эстрада аталанавĕ пирки нумай калаҫаççĕ. Пĕрисем ырлаҫҫӗ, теприсем хурлаҫҫӗ. Нумайĕшне пост-совет эстради килĕшет. Кашни юррăн хăйӗн итлекенĕ пуррине манар мар. Тӗрлӗ юрă-кĕвĕ пурри – лайăх япала. Анчах та пост-совет эстради мана кивелнĕ тата актуаллă мар пек туйăнать.

Ман шутпа, эпир – чăвашсем – çак стильпе Раҫҫейре те, тĕнчипе те чапа тухаймăпăр. Çитменнине, çак стильпе çамрăксене хамăрăн культура пуянлăхне кăтартаймăпăр. Халӗ хуласенче вырӑсланнӑ е ялта пуpӑнакан яш-кӗрӗм валли альтернатива ҫуккипе пӗрех.

И. С. – Сирӗн шутпа хальхи чӑваш юрри-кĕвви мĕнлерех пулмалла пек?

А. – Ку ыйтăва эпĕ "Тарай" ушкăн пулăшнипе пурнӑҫлама тăрăшатăп. Пурте хальхи вырӑс е европа юррисен калӑпӗсене тӗпе илсе юрлама тăрăшаҫҫӗ. Европа е вырăс юрри-кӗвви начар тесе каламастăп. Атьӑр кăшт урăхла тăвар!

Тĕслĕхрен пирĕн ултă тĕрлĕ пентатоника пур. Тĕлĕнмелле еткер! Кашнин хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмӗ. Унсӑр пуҫне, ҫак пентатоникӑсене пӗр пӗринпе пӑтраштарма пулать. Эпир хамӑрӑн юрӑ-кӗвӗ епле пуян иккенне те туллин пӗлместпӗр. Эстонире нумай çамрăк халăх пултарулăхĕпе усă курса кăсăк юрăсем хывать. Тĕслĕхрен Zetod, Maarja Nuut, Rüüt тата ытти те.

Пирӗн чӑваш юррисене аталантармалли çěнě майсемпе меслетсем шырамалла. Вĕсенчен пĕри чӑваш ĕнерĕвĕ. Эсир пирӗн пултарулӑх сире килӗшнипе килӗшменнине палӑртса, мухтаса е сивлесе, лайӑхрах тума тӑрӑшӑр. Аталану пулĕ.

И. С. – Чăваш Енре яш-кĕрĕм валли юрлакан лайăх ушкăнсем çук-и вара?

А. – Шĕкĕр Турра, пур. Тĕслĕхрен "Çиларман". Питĕ килĕшет. Шупашкарта хăнара пулнă чух Александр Никифоровпа паллашма тÿр килчĕ. Ăна пысăк салам!

Чăваш рокӗ пуласса та ĕмĕтленеççĕ хӑшӗсем. Вăл та çукпа пĕрех. Бард рокĕпе "Хусан чăвашĕсем" тата "Хайлав" аппаланаççĕ. Анчах „рок“ кивелнӗ тесен те тӗрӗс. Халĕ рокран пулса тăнă стильсемпе усӑ кураҫҫĕ. Чăваш рокĕ аталантарас тесе çавна шута илмелле. Нумаях пулмасть интернетра ăнсартран "Хиреçÿ" ятлӑ ушкăна тупрăм. Чунтан юрлаççĕ. Вырăссен ырламан сăмахĕсем вырăнне чăвашлисемпе усă курнă пулсан аван пулнă пулĕччĕ. Чĕлхе аталанас енӗпе ку та кирлĕ.

И. С. – Сирӗн ҫĕнĕ юрă мӗн ҫинчен? Юрӑн хушса юрламалли мĕн пĕлтерӗшлӗ?

А. – Эпир васка-васка пурӑнса чи илемлине асăрхамастпăр. Хăш-пĕр чухне пурнӑҫра чарӑнусем туса тĕнче çине уçă чунпа пăхмалла. Тĕнчепе пурнăç хитре иккене курма вӑхӑт ҫитермелле. Ҫакӑн ҫинчен юрлатпӑр та ӗнтӗ. Çак сăвăшăн Иосиф пиччене пысăк тавтапуç.

Чăваш халăх юррисенче хӑш-пӗр чух сăвăсăр e сӑмахсӑр йĕркесем тĕл пулаççĕ. Юрăн хушcа юрламаллинче "най-хай-лим-рай" тесе юрлатӑп. Ку анатри чӑвашсен юррисене евĕрлени. Ку хамăрăн чĕлхе пуянлăхне, юрă кăмăл-шухăшне палӑртма пулӑшать. Тата хăçанччен эпир "на-на-на" тесе юрлӑпăр?

И. С. – Малашне эсир хӑвӑр валли тата мĕнле ӗҫсем тума палӑртнӑ?

Çиччĕмĕш демо юрă хатĕрпе пĕрех. Сăмахĕсен авторĕ ытарайми чăваш сăвăçи П. Эйзин. Çичӗ юрăран тӑракан альбом тăвас тетпĕр. Хyплашка та ÿкермелле пулать. Чăваш ÿнерçиceм пире пулашӑсса шанатпăр. Кайран вара тӗрлĕ концерта хастаррăн хутшӑнасшӑн.

И. С. – Чăваш Ене пыраятар-и?

Йыхравласан ма пырас мар-ха? Хаваспах.

И. С. - "Ирĕклӗ Сăмах" вулаканӗсене эсир мĕн сĕннě пулăттăр?

Пурне те Эйзин çырнă сăвва вуласа парасшăн:

Сăмах чĕнме те юрамасть пулсан
мĕн тума кирлĕ сас?

Шуxăшлама та юрамасть пулсан
Мĕн тума кирле ăс?

Чĕмсĕр пулас, тăнсар пулас пулсан
мĕн тума кирлĕ эп?

И. С. – Тавтапуҫ, Айтар, хӑвӑн шухӑшусемпе паллаштарнӑшӑн. Ӑнӑҫу сире! Пысӑк ҫитӗнӳсем тумалла пултӑр!

А. – Тавах сире, пирӗн юрӑсемпе тата ӗҫсемпе кӑсӑкланнӑшӑн.

 

 
 
 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать