Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
04.03.2015   02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

"Тăван çирĕ тăванах..."

Хыпар" хаçатра февралĕн 27-мĕшĕнче хаçат тĕп редакторĕн Валери Туркайăн "Тĕп редактор сăмахĕ" рубрикăра пичетленнĕ "Атнер П.Х., "Пусси Райт" тата ытти ĕмĕрех кăмăлсăррисем" статьи Шупашкарти чăваш интеллигенцийĕшĕн бомба сирпĕнсе кайнă пекех пулчĕ. Статьяра Валери Туркай Атнер Хусанкайăн ноябрь уйăхĕнче "Время Чувашии" информаци агентствине панă интервьюне тĕпренех аркатать, Хусанкая чăваш халăх тăшманĕ пек кăтартать, сăмах ирĕклĕхне, тĕрлĕшухăшлăха тапăнать. Шăпах çав каç Мускавра Кремль çывăхĕнче Борис Немцова персе пăрахни Туркай статьине пушшех те хăрушă сĕм кÿрет.

"Ирĕклĕ Сăмах" редакцине Виталий Родионов профессорăн Туркая хирĕçлесе çырнă статьи çитрĕ, паян эпир ăна хамăр сайтра пичетлетпĕр. Туркай статьи пирки хăвăр мăн шухăшланине пире çитерсен, эпир çийĕнчех пичетлеме тăрăшăпăр, пирĕн адрес: ireklesamakh@gmail.com. Енчен те эсир Туркай статьи пирки уйрăм статья е реплика çырас темесен, анчах та шухăшăра палăртас тесен, пире кĕскен кăна "Эпĕ Туркай çырнине ырламастăп" тесе пĕлтерĕр.

Кăрлачăн 27-мĕшĕнче "Хыпар" хаçатра пичетленнĕ пĕр статья хăйĕн ячĕпе те, хавхипе те репресси çулĕсенчи тӳнтер социологсен ĕçĕсене аса илтерет. Танлаштарса пăхар-ха, "Тăвăлпа суккăрланнă поэтсем, е авалхипе çуначĕсене амантакансем" (Иван Кузнецов, 1931) – "Атнер П.Х., "Пусси Райт" тата ытти ĕмĕрех кăмăлсăррисем" (Валери Туркай, 2015).

Икĕ ятĕнче те авторăн эмоцилле хаклавĕ "мăкăрăлса" тăрать, çынна кӳрентерес кăмăл мала ӳкни курăнать. Паянхи автор ĕлĕкхи тӳнтер социологсенчен чылай иртсе кайнă, ку енĕпе вăл хăйĕн пултарулăхĕ пуррине чăннипех ĕнентерет. Ара, кам шухăшласа çитерме пултартăр "Петĕр Хусанкай" тенине кĕскетсе çырсан (аббревиатура тусан) чăвашла мăшкăлу сăмахĕ пек вулама май килнине? Хăй вăхăтĕнче Петĕр Хусанкай Çеçпĕл Мишшин "Чăваш чĕлхи ячĕпе пурте пĕр пулар" чĕнĕвĕнчен "ЧЧ" текен аббревиатура туса хуни паллă-ха. Анчах ун чухнехи влаçăн сăнчăрти йытти пек критикĕсем те наци культуришĕн хыпса çунакан Петĕр Хусанкайран мăшкăлласа ăна çав тери мĕскĕнлетмелли мел шухăшласа кăларма ăс çитереймен-çке!

Усал кăмăллисем тупăнсан автор ятĕнчен те кулса çырма пултарĕç-ха ăна, çапах та çав шая анса ларни чыс кӳрет-ши паллă çыравçа, уйрăмах вăл пĕтĕм халăх хаçачĕн тĕп редакторĕ, Раççей президенчĕн шаннă çынни пулсан? Тепĕр тесен, "тĕнче шайĕнчи интеллектуалăмăр" тесе мăшкăлласа çыракантан аяларах тем пек тăрăшсан та анса лараймăн. "Шипкă умнăй, "паттӳшки", "никам та ирĕк паман", "мĕнле хăйнă", "путсĕрсем" евĕрлĕ хаклавсем те çав тĕпĕнчисен сăмахĕсемех.

Статья ятĕнче "ĕмĕрех кăмăлсăррисем" тени пур, вăл влаç ĕçĕпе кăмăлсăр çынсене пĕлтерет-тĕр, чи малтан интеллигенцие ĕнтĕ. Совет влаçĕн наци политикипе çырлахсах çитереймен çынсен йышне Çеçпĕл Мишшинчен пуçласа Валерий Туркай таранах кĕртме пулать. Хрущев саманинче Ç. Элкерпе П. Хусанкай хăюллăн сасă панă, тăван чĕлхемĕре хӳтĕлеме пултарнă. В. Туркай хăй те 1990-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çавăн йышши тĕрлĕ акцисене хастар хутшăнатчĕ. Влаç ĕçĕпе çырлахсах çитеймен çынсем паянхи кун та пур. Ку вăл демократи пур патшалăхшăн йĕркеллĕ япала пулмалла. Атнер Хусанкай интервьюра хăйĕн шухăшне палăртнине те хăрушă пулăм пек йышăнма кирлĕ мар, ку вăл пĕр çын шухăшĕ.

Паян пире урăххи пăшăрхантармалла: нумай шухăшлăха пĕтерес, çăварсене вăйпа хуплас текенсен йышĕ ӳсни, çавăн йышшисем кунсерен хаярланса пыни. Вĕсене вĕслетсе яраканĕсем пурах ĕнтĕ. Паллă политиксене куç умĕнчех вĕлерме май килет пулсан чăваш ĕçне тăвакан пĕр-пĕр хастар ятне варалама хăюлăх çитерекенсем тупăннинчен мĕн тĕлĕнмелли пур? Ятлă-сумлă поэтăмăрăн пултаруллă ывăлне (статья авторĕ ăна "вĕçкĕн ывăл" тесе элеклет) пĕтĕм чăваш халăхĕн (тĕп редакторăн мар!) хаçатĕнче "хĕнени", унăн ятне варалама хăтланни нумай шухăшлăх самани иртсе пынине, тоталитарлăх хĕлĕ чăваша та çитнине пĕлтермест-ши? Икĕ питлисене хăратмĕ-ха ку реакцилле пулăм, нацин таса чунлă интеллигенцийĕн вара 1930-мĕш çулсенчи репрессисем таврăнасран шикленмелли сăлтавĕсем çителĕклех.

Питлеве тивĕçнĕ статья "ирĕклĕх" сăмаха ăнлантарнипе вĕçленет: "çынсен умĕнче, Турă умĕнче" чунпа таса пулмалла, кăкăрта "юратупа хĕмленмелле, çынна хисеплемелле". Çак пахалăхсем авторăн мĕн чухлĕ юлнă-ши? Кăна пĕр Турă кăна пĕлет, ăна ĕç пÿлĕмне митрополита чĕнсех сăвапланипе улталаймăн, тӳресене йăпăлтатса юранă пек юраймăн. Турă вăл çылăхлă çынсене хăй хӳттине илекенĕ мар, усал-тĕселе аçа-çиçĕмпе хӳтерсе çӳрекенĕ (Кашкăр Йăванĕсен Кĕçтенттинĕ хайланă "Шуйттан чури" трагедие аса илер-ха). Эсĕ, Туркай, хăвăн тăван чăвашна сăмахпа вĕлерме хăтлантăн (трагедире йăлтах мулшăн, шуйттан илĕртнипе вĕлереççĕ). Çав хайлав мĕнпе вĕçленнине пĕлетĕн-çке, Турра хăвăн çумăнтан хăвалакан çыннăмăр. Тархасшăн çырма чарăн çав синкер шăпаллă трагедие! Ăмсанчăк та вĕтĕ кайăксене Атнер-ăмăрткайăкăмăра сăхса туллама памăпăр.

Виталий Родионов, Раççей ăслăлăхĕсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, филологи докторĕ, профессор.

Туркай статьине хак пани

Тимĕр Акташ, журналистикăпа ĕç ветеранĕ:

Эпĕ В. Туркай статьипе килĕшместĕп!

1. Атнер Хусанкая хирĕç ĕçне В. Туркай 1995-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче, Шупашкарта, Чăваш наци конгресĕн 2-мĕш Аслă Пуху вĕçленнĕ чух тума хăтланнă. ЧНК Президентне суйланă чух ăнсăртран В. Туркай, ЧНК вице-президент пулнă май, "ЧНК Президенчĕ эпе пулмалла!" тесе евитленĕ. Аслă Пухăвĕн делегатсем аптраса ÿкнĕ: мĕншĕн А. Хусанкай мар? Мĕншĕн В. Туркай? А.Хусанкай - 1992 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, ЧР Аслă Канашĕн Президиумĕн членĕ пулна чух, ЧНК йĕркелекенĕ, ăна ЧНК Президент должноçне лартма суйланă. Вăл ЧНКна пĕтĕм тĕнче шайне хăпартрĕ, сумлă ертÿçĕ. 1991-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче А. Хусанкай Чăваш Республикин Президент суйлавĕнче чи нумай сасă - 46,4 процент пуçтарнă.

В. Туркай тата хастар чăваш, поэт та маттур. Анчах, вĕсем шайĕсем расна. В. Туркай А. Хусанкай çумĕнче ĕçле-ха, ертÿçине пулăш. Анчах В. Туркайăн амбицийĕ темшĕн ытла пысăк... ЧНК Аслă Пухăвĕ ăна ЧНК Президент пулса суйламан. Çакăн хыççăн В. Туркай ЧНК Аслă пухăвĕнчен демонстративла, юри палăртса тухса кайнă.

2. 1997-мĕш çулхи юпа уйăхĕнче ЧНК 3-мĕш Аслă Пухăвĕ уҫнӑ кунӗнче, "Советская Чувашия" хаҫатра А. Хусанкая хирӗҫ В. Туркайӑн статья пичетленсе тухрӗ. Ҫакна чăтмасӑрах, эпӗ ЧНК Аслӑ Пухӑвӗн трибунӗнче каларӑм: "Валерий Владимирович, эпӗ санпа килӗшместӗп! Мӗншӗн эс сумлӑ ҫынна тапӑнатӑн? Вӑл чӑваш халӑхӗн паллӑ ҫын, вӑл историре юлать. Ку событи — ЧР Президент тепӗр суйлавӗ умӗн. Эп шутлатӑп: Ку статья суйлавпа ҫыхӑннӑ". Кайран В. Туркай Н.В. Фёдоровшӑн Чӑваш телевиденийӗнче пӗрре мар агитациленӗ. Н. Фёдоров Чӑваш радиопа каланӑ: "Я буду выжигать национализм калёным железом!"

3. Нумаях пулмасть ЧР Мининформполитики В. Туркая "Хыпар" хаҫата ертсе пыма лартнӑ. Ҫак должноҫе усӑ курса, халӗ вӑл каллех А. Хусанкая тапӑнать, хайӗн хаҫатра тустарать. Каллех политика пирки. Каллех кӑҫал ЧР Пуҫлӑхне суйламалла. Каллех "крамолӑна", пӑлхава хӗртнӗ тимӗрпе ҫунтараҫҫӗ...

4. В. Туркайӑн памфлет пичетленнӗ кун, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче В. Путин сӗннӗ праҫник палӑртнӑ — День Сил специальных операций. Шӑпах ҫулталӑк каялла Украинӑри Крым Автономи Республикине "неизвестные вооружённые вежливые люди" ярса илчӗҫ. Кайран ҫак "ҫынсем" ҫакӑн пек Донецк, Луганск, Славянск хулисене те хӗҫпӑшалсемпе ярса илчӗҫ. Пуҫларӗ вара Украинӑра юнлӑ вӑрҫӑ...

Кӑҫал ҫак кун, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӗрле, паллӑ Раҫҫейри оппозицийӗ политикне, киревсӗр вӑрҫӑпа кӗрешекен Борис Немцова та сӗмсӗррӗн, Кремль умӗнче, "неизвестный вооруженный" персе пӑрахрӗ. Пӗтӗм Раҫҫей интеллигенцийӗ, Европа политиксем хурланаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Б. Немцова асӑнса, Мускавра 50–70 пин ҫын хурлӑхлӑ марш иртерет. Тӗрлӗ Раҫҫейри хулисенче, Шупашкарта та, Европӑра асану хурлӑхлӑ акцийӗсен иртереҫҫӗ. Кайран темиҫе пин Б.Немцова юлашки ҫулпа ӑсатаҫҫӗ. Каллех Раҫҫей, Европа паллӑ политиксемпе пӗрле. Анчах, "Хыпар" хаҫатра ҫак ҫинчен пӗр сӑмах та ҫук!... Ӑҫта гласность? Ӑҫта чӑнлӑх? Намӑс мар-и, Валерий В.Т., тӗп редактор?!

Виталий Михайлов, "Ирĕклĕ Сăмах" вулавçи:

Эпĕ Туркай çырнине пĕртте ырламастăп, хаяррăн сивлетĕп.

Вячеслав Ерохин, "Ирĕклĕ Сăмах" вулавçи:

Эпĕ Туркай февральте "Хыпарта" Хусанкай çинчен кÿрентерсе çырнине ырламастăп.

katya-af, "Ирĕкле Сăмах" вулавçи:

Эпĕ те Туркай çырнипе килĕшместĕп. Влаçа юрасшăн ăшталанать вăл.

Ирĕк Юман, "Ирĕкле Сăмах" вулавçи:

Эпĕ Туркай çырнине ырламастăп! Шăмăна ĕçлесе тавăрать хуçисем валли.

 

 
 
 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать