Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
09.12.2017   13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ EvilSun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.

Ӑҫтарах-ши Усал Хӗвел татти? 
Руслан Михайлов, вӑлах Evil Sun, вӑлах Усал Хӗвел, мусӑк ӗҫне пуҫӗпех 2007-2008 ҫулсенче кӗрсе кайнӑ, ун чух вӑл альтернативлӑ кӗвве кӑмӑлланӑ, ҫав вӑхӑтрах мусӑк пур тӗсне те тивӗҫлипех йышӑнса хакланӑ. Пирвайхи тапхӑрта вӑл хайланӑ кӗвӗсем - йӑлтах электрон мусӑк. Шупашкарти профессиллӗ лицейра вӗреннӗ вӑхӑтра пӗр кӗтес тара илсе пурӑнакан йӗкӗт гитара калама , мусӑк хатӗрӗпе мӗн каланине ҫыртарнипе кӑсӑкланма тытӑнать...

Мӗншӗн-ха "Evil Sun", ма-ха Хӗвелӗ Усал тесе ыйтатӑн-и-ке? Кунта манӑн сан тарӑн шухӑш тупас ӗмӗте татма лекет. Руслан усал хӗвел ӳкерчӗкне тетелте асӑрхать ҫех. Вӗсем пӗр-пӗрне тупнӑ ӗнтӗ ахӑртнех.

Усал Хӗвеле сӑвӑ ҫырма хавал пӗчченлӗхпе халӑхран айккинченех пулас килнӗ туртӑм парса тӑраҫҫӗ.

Мӗншӗн-ха мусӑкпа пачах та ҫыхӑнман професси алла илнӗ ҫамрӑк чӑвашла хӑйнеевӗрлӗ хайлавсем шӑрҫалама тытӑнать? Ма тесен-и.., ара, ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗрте теҫетке ҫул иртсен те чӑваш эстради иртнӗ ӗмӗрӗн тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулӗсенчи вырӑс тунц-тунц дискотекинчен те пулин иртеймен: тӳсме ҫук фонограмма, упа сиксе ташланӑ хӑлхаллӑ "юрӑ ӑстисем" ӳлени, кӑсӑкли ҫукпа пӗрех, рокпа хип-хоп пирки шарлама та кирлӗ мар.

Паллах, Evil Sun та пӗр кӑлтӑксӑр, тиркеме ҫук мусӑкҫӑ мар. Ҫапах та, шухӑшӑма вӗҫлесе пынӑ май, акӑ мӗн палӑртса хӑварас килет. Усал Хӗвел вӑл чӑваш наци культури паянхи пурнӑҫ таппине сиссе тухнӑ пулӑм: чӑваш юрӑ-кӗввин тӑрӑмне тишкернӗ чух ун сӑмси тӑрринче кӗрен куҫлӑх ҫук, гитара каласа юрланӑ вӑхӑтра вӑл хӑй ӑсталӑхне туптать, юрласах халӑхран виҫ пус пуҫтарас тесе ӗмӗтленсе лармасть. Турра шӗкӗр, 
Усал Хӗвел - пӗртен-пӗр уйрӑм тӗслӗх мар, юлашки вӑхӑтра ҫӗн мусӑкҫӑсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ, маларах асӑннӑ тӗрлӗ тӗслӗ рокпа рэп тӑвакан ачсем те пур, поп-мусӑк пахалӑхӗ те ӳссе пыни куҫкӗретех. Апла пулсан, чӑваш мусӑк юхӑмӗн аталанӑвӗ те, пуласлӑхӗ те пурах.

Дмитрий Степанов

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать