Чăваш интернет-хаçачĕ

Русский   Чăвашла
02.02.2017   00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Чăваш çыравçи, сăвăçĕ тата халăх ĕçĕн хастарĕ Илле Иванов Балкан тăрăхĕнчи тĕрĕксен Сулейман Брина ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери парнине тивĕçнĕ. Çакăн çинчен 2017 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче Косовăран парне паракан ушкăн пуçĕ Зейнел Бексач Фейсбукра пĕлтернĕ. Хыпара Косовăри Time Balkan, Грецири Rodop Ruzgary, Турцири Sakarya Yenigun сайтсем çийĕнчех вырнаçтарнă.

Çак Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен культурăпа ÿнерĕн "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ тăван халăхĕн культуришĕн тăрăшакансене 1996 çултанпа чыслать. Кăçал 21-мĕш хут! Кăçалхи лауреатсем хушшинче, чăваш çыннисĕр пуçне, Грецирен – Рахми Али çыравçă, сăвăç, Македонирен – Мустафа Яшар театр ăсти тата сăвăç, Лейла Шериф Эмин çыравçă, сăвăç, Турцирен – Фахри Туна çыравçă, Гÿлтекин Сербест ÿнерçĕ, Зекерия Хочалар театр ăсти, мусăкçă, Косовăран – Байрам Ибрагим сăвăç, çыравçă, Дашни Вешал мусăкçă.

Сулейман Брина (1935-1994) – Косово тĕрĕкĕсен наци çулпуçĕ. Йышĕпе сахаллăн пурăнакан тĕрĕксен наци туйăмĕсене тивĕçтерме иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен вĕçĕнче тăван чĕлхепе "Тан" ("Шурăмпуç") хаçат кăларма пуçланă, шкулта ĕçленĕ, тĕрĕк ачисене тăван чĕлхепе вĕрентессишĕн тăрăшнă. "Тÿрĕ çул" ушкăна йĕркелекенсенчен пĕри пулнă. Призрен хулин муниципалитет пуçлăхĕн çумминче ĕçленĕ çак пĕрремĕш тĕрĕк çыннине Косовăри ытти халăхсем те тăрăшулăхĕшĕн, таса чунĕшĕн хисепленĕ. Югослави салансан, Косово хăй уйрăм патшалăх туса хунă Сербире шутланнă, шучĕпе йышлă сербсем мăсăльмансене хĕсме пуçланă, Сулейман Бринăна та ĕçрен хăваласа янă, чăрмавсем кÿнĕ. Çак хĕсĕрлеве унăн сывлăхĕ чăтайман, пурнăçĕ ир
татăлнă, анчах Сулейман Брина пуçарнă ĕç косовар-тĕрĕксен паянхи пуçаруллă ушкăнла ĕçĕ-хĕлĕнче пурăнать, çав шутра – хăйĕн ячĕллĕ парнере те.

Тĕрĕксен культурипе ÿнерĕн "Тÿрĕ çул" ушкăнне Югослави Социализмлă Федерациллĕ Республикине кĕрекен Косово Автономиллĕ Социализмлă Крайĕнче 1951 çулта
йĕркеленĕ. Вăл Косовăри тĕрĕксен наци культурипе, ÿнерĕпе, вĕрентĕвĕпе çыхăннă çынсене чăмăртаса тăрать. Югослави саланнă май сиксе тухнă йĕркесĕрлĕхсене пула, паян кун 2 миллиона яхăн çын пурăнакан Косовăри тĕрĕксен шучĕ чат паллă мар, 60-80 пинрен пуçласа 250 пин таранччен тесе палăртаççĕ. Косово 2008 çулта Серб Республикинчен уйрăласси çинчен пĕлтернĕ, анчах унăн никама пăхăнманлăхне йышăнманнисем те пур (çав шутра Раççей Федерацийĕ), çавна пула ăна çурма йышăннă патшалăх тесе хаклаççĕ. Паян куна Косовора албансем (90 % ытла), сербсем (6 %), чикансем, бошнаксем, тĕрĕксем, ашкалисем, горансем пурăнаççĕ. Патшалăх чĕлхи иккĕ – албан тата серб чĕлхисем. Куратпăр ĕнтĕ, Косово тĕрĕкĕсене хăйевĕрлĕхне упраса хăварма пĕртте çăмăл мар.

Сулейман Брина парнине тивĕçлисене суйласа илекен ушкăнра кăçал, Зейнел Бексач сăвăçсăр, халăх ĕçĕн хастарĕсĕр пуçне, "Тÿрĕ çул" пуçĕ Бÿлент Эмруш, Бедиа Беговска - театр тата кино актриси, Феййаз Саглам - Авăнăн 9-мĕшĕ ячĕллĕ университет вĕрентекенĕ, Кипр, Балкан тата Еврази литература пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертÿçи (Турци), Нафиз Гурчиали - театр ăсти тата режиссер, Фидан Брина Жилта – шкулта вĕрентекен тата Косовăри тĕрĕксен демократи партийĕн хĕрарăмсен хулĕн (юппин) ертÿçи, Танер Гÿчлÿтÿрк доктор - университет вĕрентекенĕ, сăвăç, çыравçă, куçаруçă, хаçатçă. Апла-тăк, парне лауреачĕ пулма чăваш çыннине те суйласа илни вĕсем Раççей Федерацийĕнчи Чăваш Республикинчи пурнăçа тимлĕ сăнаса тăнине пĕлтерет. Шел, хамăрăн ку енĕпе мухтанмалли сахалтарах. Пиртен чылайăшне нимĕн те кăсăклантармасть, çав шутра – хамăрпа тăванла халăхсен пурнăçĕ те. Ку çеç-и? Хамăрăн тăван халăх, таван чĕлхе, тăван культура шăпи те чунĕсене ыраттармасть.

Чăвашсен Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕн пайташне, Митта Хунтипе Тĕрĕк тĕнчин культура тĕввин ертÿçине, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Илле Иванова Косово тĕрĕкĕсен Сулейман Брина парнине пани çинчен хыпара çак шухăшпа вĕçлес килет: хăш-пĕр тĕпчевçĕсен шучĕпе, Балканри, çав шутра – Косовăри те, тĕрĕксен аваллăхĕ Аттила хунĕсен, кутригурсен Аслă Пăлхарĕн тапхăрĕсене таянать, кайран Осман патшалăхĕн вăхăчĕсенче, паллах, Кĕçĕн Ази тĕрĕкĕсемпе
тачă çыхăннă. Апла-тăк, чăваш хастарне – Атăлçи пăлхарĕсен тăхăмне - Балкан тăрăхĕнчи пурнăç тутти-масине тÿссе курнă авалхи халăхăн сумлă парнине пани калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Эльвира КОНДРАТЬЕВА

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти
09.12.2017
13:06

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ
02.02.2017
00:16

Илле Иванов Сулейман Брина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ

Тĕрĕк культурине хĕсметшĕн парнепе Косовăри тĕрĕксен "Тÿрĕ çул" ушкăнĕ чыслать
Стокгольм синдромĕ
01.04.2016
14:58

Стокгольм синдромĕ

е Çыравçăн вĕтĕ чунлă пулмалла мар
"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"
03.06.2015
17:03

"Кашни юррăн хăйĕн итлекенĕ пур"

Айтар "Тарай" ушкăнăн çĕнĕ юрри çинчен каласа парать
"Тăван çирĕ тăванах..."
04.03.2015
02:55

"Тăван çирĕ тăванах..."

Виталий Родионов профессор Туркай Атнер Хусанкая тĕлсĕр айăплани çине хуравлать